Семёнов Валентин Геннадьевич
Семёнов Валентин Геннадьевич (1966 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ, Упнер, Вӑрнар районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрнар районӗнчи Упнер ялӗнче ҫуралнӑ. Мари патшалӑх политехника институтне «Вӑрман хуҫалӑхӗ» специальнӑҫ алла илсе вӗренсе пӗтернӗ. Вӑрнар механизациленӗ вӑрман хуҫалӑхӗнче экономистра ӗҫлеме пуҫланӑ, ку ӗҫре 1990—1992 ҫулсенче вӑй хунӑ. Унтан Вӑрнарти вӑрмансен управленийӗн тӗп лесничийӗ (1992—1994), Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрман хуҫалӳх инженерӗ (1994—2005), тӗп лесничийӗ (2005—2008), директорӑн ҫумӗ (2008—2018) пулнӑ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2017);
- «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
- «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ (2005);
- Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти;
- Раҫҫей Федерацийӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти (2005);
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти (2012);
- Чӑваш Республикин Президенчӗн Тав хучӗ (2016).
Вуламалли
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 152. — 168 с.