Илем Илле
Илле Илем (чӑн ячӗ — Семёнов Илья Семёнович; 1923, Кивĕ Шелттем, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗ, Çĕнĕ Шелттем, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш сӑвӑҫи, педагогӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1][2].
Пурнӑҫӗ
1923 ҫулта Чӑваш АССРӗнчи Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. Кивӗ Шелттемри пуҫламӑш шкулта тата Вӑрӑмпуҫри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. 1937—1940 ҫулсенче Канашри педагогика училищинче пӗлӳ илнӗ[1]. 1940 ҫулта диплом илнӗ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Атнашри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта пуҫламӑш классен вӗрентенкенӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ[1][2].
1942 ҫулхи нарӑсра Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ. Нимӗҫ фашисчӗсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, пуҫӗнчен йывӑр аманнӑ. Госпитальсенче чылай вӑхӑт сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна тӑван килне янӑ, анчах та пӗр эрне иртсен вӑл суранӗсене пула вилнӗ[1][2]. Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пытарнӑ[1].
Пултарулӑхӗ
Сӑвӑсене шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех ҫырма пуҫланӑ[1]. Пӗрремӗш сӑввисем 1936 ҫулта Канаш районӗн «Социализмшӑн» хаҫатӗнче «Илле Илем» псевдонимпа пичетленсе тухнӑ. 1940 ҫулта ҫав хаҫатрах унӑн тата виҫӗ сӑвви пичетленнӗ[1][2]. Унӑн поэзийӗн тӗп темисем — тӑван ене, чӑваш ҫутҫанталӑкне юратни, патриотизм, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен паттӑрлӑхӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче унӑн сӑввисенче тӑшманпа ҫапӑҫасси, совет салтакӗн чӑтӑмлӑхӗ тата ҫӗнтерессе ӗненес кӑмӑл-туйӑм палӑрать[1].