Сергеев Андрей Владиславович
Сергеев Андрей Владиславович (1975 ҫулхи акан 29-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Чӑваш АССР) — журналист, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1975 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш вӑтам шкула (1992), И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче (1997) вӗренсе пӗтернӗ. 1997—2000 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ шкулта вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ пулса ӗҫленӗ. 2000 ҫултан — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» Издательство ҫурчӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗнче (халӗ — «Грани» Издательство ҫурчӗ» акционерсен уҫӑ обществи), малтан — корреспондент, кайран — пай редакторӗ[1].
Ҫутатакан ыйтусем
Ытларах ҫак ыйтусемпе ҫырать:
- хулари тирпей-илем кӳртес ыйтусем,
- пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсем,
- ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парасси,
- право тата саккун ыйтӑвӗсем[2],
- шкул вӗрентӗвӗ,
- ҫемье воспитанийӗ.
Обществӑлла ӗҫсем
2007 ҫултанпа шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Шкул-пресс» уҫӑ конкурсне ертсе пырать. 2021 ҫултанпа «Ҫамрӑк журналист шкулӗн» вӗрентекенӗ-наставникӗ, ку — журналист кадрӗсене хатӗрлес енӗпе Раҫҫей Федерацийӗнчи Ҫамрӑксен журналисчӗсен Чӑваш Республикинчи Лигин тата «Грани» хаҫатӑн пӗрлехи проекчӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин «Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ» ҫамрӑк журналистсем, юнкорсем валли йӗркелекен курссене вӗрентекен пулса хутшӑнать[3].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[4] (2020);
- «2002 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерме хустар хутшӑннӑшӑн» медаль;
- «2010 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерме хустар хутшӑннӑшӑн» медаль;
- Пӗтӗм Раҫҫейри Пӗрлешӳллӗ фронтӑн журналистсен ӗҫӗсен «Правда и справедливость» конкурсӗн лауреачӗ (2020);
- Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинчи «Учитель тата общество» конкурсӗн «Учительтен илнӗ чи лайӑх интервью» номинаци ҫӗнтерӳҫи» (2010);
- Чӑваш Республикинче наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес темӑна ҫутатас енӗпе Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗ, информаци политики тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви ирттернӗ конкурсра II степеньлӗ диплом (2020);
- Атӑлҫи федераци округӗн «Атӑлҫи хуралӗнче» конкурсра «Пичет хатӗрӗсем» уйрӑмра «Яланах хуралта» номинацире II степеньлӗ диплом[5](2020);
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗ, информаци политики тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин «Чӑваш Ен террора хирӗҫ» конкурсӗнче III степеньлӗ диплом (2022);
- Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫемье тата Раҫҫей пуласлӑхӗ» конкурс лауреачӗ, ҫемье тематикине системӑллӑ ҫутатнӑшӑн ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ (2022);
- Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗ, информаци политики тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамоти;
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти.
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 392. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
Ӑнлантарусем
- ^ https://www.grani21.ru/node/18726?ysclid=m21jeyx9sj876806560#gsc.tab=0
- ^ https://21.мвд.рф/document/27662700
- ^ https://etker.rchuv.ru/bannernaya-setj/intensivnie-profiljnie-programmi-centra-odarennih-/2024/intensivnaya-profiljnaya-programma-raditvorchestva/rukovoditeli-i-pedagogi-programmi
- ^ https://cap.ru/doc/laws/2020/12/28/decree-324/?ysclid=m21jkeeoko893606446
- ^ https://vk.com/wall-150480767_1405?ysclid=m21fly8z4y679240892