Сереп Анатолий Трофимович
Сереп Анатолий Трофимович (хушма ячӗ — Анат Сереп, паспортпа — Афанасьев Анатолий Трофимович) (1920, Мăн Тукташ — 2003, Шупашкар) — чăваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи.
1990 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче.
Кун-çулĕ
1920 çулта Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялĕнче çуралнă.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă. Вăрçă инваличĕ. Нурăсри (халĕ Калинино) педагогика училищинче вĕренсе пĕлӳ илнĕ. Чăваш патшалăхĕн педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ. Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕнче вырнаçнă Вăрманкас шкулĕнче ачасенен вĕрентнĕ. Çутĕç системинче 40 çул ытла вăй хунă.
Ватăлнăскер, вырăн çинче выртса пулин те çырас ĕçе пăрахман.
2003 çулта çыравçă ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Пултарулăх ĕçĕсем
Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- Сереп, Анат. Вӑрнар асамачӗ : калавсем, тӗрленчӗксем / Анат Сереп. — Вӑрнар, 1997. — 98 с.;
- Сереп, Анат. Кӑвайт ҫути : Калавсем / Анат Сереп. — Шупашкар, 1999. — 32 с.;
- Сереп, А. Ҫырнисен пуххи : повесть : вӗренекен ачасем валли / Анат Сереп. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 151 с.;
- Сереп, Анат. Хӑмӑш юрри : лирикӑлла повесть / Анат Сереп. — Шупашкар, 1998. — 48 с.;
- Сереп, Анат. Хурӑн куҫҫулӗ : поэма / Анат Сереп. — Шупашкар, 1998. — 31 с.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Гордеев, Д. Пултарулӑх асапне кӑна турӑ панӑ / Д. Гордеев // Хыпар. — 1998. — 28 юпа;
- Гордеев, Д. Фронтри тата ҫыру сӗтелӗ хушшинчи паттӑрлӑх / Д. Гордеев // Хыпар. — 2000. — 27 раштав;
- Eвстафьев, И. Бавлӑри туса — тав туса : [сӑвӑ] // Eвстафьев, И. Манӑн тантӑшсен савӑнӑҫӗ / И. Ефставьев. — Шупашкар, 1961. — С. 32-33;
- Михайлова, М. Ашшӗн ӗҫне хӗрӗ тӑсать : [Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ Анат Сереп поэтӑн хӗрӗ Тамара Анатольевна Назарова-Афанасьева ҫинчен] / М. Михайлова // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2022. — 28 кӑрлач. — С. 6;
- Назарова, Т. Анат Сереп писатель ҫуралнӑранпа — 100 ҫул / Т. Назарова // Малалла. — 2020. — 25 сент. (Ҫӗмӗрле районӗ). — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк;
- Назарова-Афанасьева, Т. Сӑваплӑ уяв кунӗ / Т. Назарова-Афанасьева // Малалла (Ҫӗмӗрле районӗ). — 2020. — 13 нояб. — С. 11 : сӑн ӳкерчӗк;
- Сереп, А. Кунҫулӑмӑн тертлӗ екки / А. Сереп // Вопреку всему = Парӑнманлӑх : поэты особого племени. — Кугеси, 1998. — С. 49-50;
- Соколова, М. «Пурнӑҫа юратса эпӗ кайрӑм вӑрҫа» / М. Соколова // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2016. — 17 ҫӗртме. — С. 6;
- Тимофеев-Ыхра, А. Вӑрманкас Корчагинӗ / А. Тимофеев-Ыхра // Хресчен сасси. — 1995. — 28 ака;
- Тимофеев-Ыхра, А. Мӑн Тукташ Корчагинӗ / А. Тимофеев-Ыхра // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2000. — 9 раштав;
- Чул хушшинчи чун // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2000. — 31 ҫу;
- Шалтайкин, В. Вӑрҫӑра туптаннӑ пуплевсем / В. Шалтайкин // Хыпар. — 1998. — 3 нарӑс;
- Юрьев, М. Синкерлӗ шӑпа / М. Юрьев // Тантӑш. — 1995. — 10 ҫӗртме;
- Кузьмин, В. Солдат, учитель, гражданин / В. Кузьмин // Вперед (Шумерл. р-н). — 2015. — 30 янв. — С. 9;
- Шевлеби, Р. Удивительный он человек / Р. Шевлеби // Вопреки всему = Парӑнманлӑх : поэты особого племени. — Кугеси, 1998. — С. 48-49;
- Ялгир, П. Афанасьев (Сереп) Анатолий Трофимович / П. Ялгир // Аликовская энциклопедия = Элӗк энциклопедийӗ. — Чебоксары, 2009. — С. 82;
- Ялгир, П. Афанасьев (Сереп) Анатолий Трофимович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 16.