Скрябин Константин Иванович
Скрябин Константин Иванович | |||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Skrjabin K I.jpeg | |||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 1878 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург , Раççей Империйĕ | ||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1972 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ | ||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав | ||||||||||||||||
Патшалăх: |
Раççей Империйĕ, ССРС | ||||||||||||||||
Ăсчах степенĕ: | Шаблон:Ăслăх шайĕ Шаблон:Ăслăх шайĕ Шаблон:Ăслăх шайĕ | ||||||||||||||||
Ăсчах хисепĕ: | СССР ĂА академикĕ, ВАСХНИЛ академикĕ, СССР МĂА академикĕ | ||||||||||||||||
Альма-матер: | Юрьев (Тарту) ветеринари институчĕ | ||||||||||||||||
Чыславсемпе премисем |
|
Чĕрĕ çутçанталăкăн систематикĕ | |
Шаблон:Biologist |
Константи́н Ива́нович Скря́бин (Раштавăн 7-мĕшĕнче 1878, Санкт-Петербург — Юпан 2-мĕшĕнче 1972, Мускав) — вырăс биологĕ, Раççей патшалăхĕнчи гельминтологи ăслăлăхне никĕслекен, СССР ĂА (1939 академикĕ ), ВАСХНИЛ академикĕ (1935), СССР Медицина ăслăлăхĕсен академин (1944) академикĕ , Социаллă Ӗç Паттăрĕ (1958).
Кун-çулĕ
1905 çулта К. И. Скрябин Юрьев (Тарту) ветеринари институтне пĕтерет. 1911 çулччен Вăтам Азинче, 1917 çулччен Петербург\Петербургра ветеринари врачĕ пулса ĕçлет. 1917—1920 çулччен Константин Иванович Дон ветеринари институтĕнче (Новочеркасск) профессор. 1920 çулта Скрябин Мускава куçать, унта вăл 1920-1931 çулсенче Экспериментлă ветеринари патшалăх институтĕнче (халĕ РЯĂАăн Пĕтĕм Раççейри эксперименталлă ветеринарин ăслăлăх-тĕпчев институчĕ) хăй никĕсленĕ гельмитологи уйрăмне ертсе пырать. 1931 çулта уйрăмран Пĕтем Союзри гельминтологи институтне (халĕ Пĕтĕм Раççейри гельминтологи ăслăлăх-тĕпчев институчĕ) тăваççĕ. Скрябин 1957 çулчен ун диреторĕнче ĕçлет. Çав вăхăтрах (1920 çултан) вăл Мускаври ветеринари институчĕн (халĕ К.И. Скрябин ячĕллĕ Мускаври ветеринари медицинипе биотехнологин академийĕ) паразитологи кафедрин заведующийĕ, 1921—1949 çулсенче - Тропик институчĕн (халĕ Е. И. Марциновский ячĕллĕ медицина паразитологипе тропик медицини институчĕ) гельминтологи уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1939 çулхи кăрлачăн 29 -мĕшĕнче К. И. Скрябина СССР ĂАин математикăпа естество ăслăлăхĕсен уйрăмĕн пайташне суйлаççĕ. Специальность - «Гельминтологи, пĕтĕмĕшле ветеринари». 1940 çулта Скрябин хăй никĕсленĕ Пĕтем Союзри (Пĕтем Раççейри) гельминтологсен ушкăнне ертсе пыма тытăннă. 1942 çултан СССР ĂА гельминтологи лабораторин (халĕ РĂА паразитологи институчĕ) дирĕкторĕ. 1956-1961 çулсенче ВАСХНИЛ вице-президентчĕ. Скрябин Георгий Константинович академикăн ашшĕ, Скрябин Констанитин Георгиевич( ӗҫлемен каҫӑ) академикăн аслашшĕ.
Ӗçĕсем
Тĕпчевсене гельминтсен морфологийĕ, биологийĕ, филогенийĕ, систематики, экологийĕ, эпизоотологийĕ и эпидемиологийĕ. К. И. Скрябина ертсе пынипе 300 ытла экспедици иртернĕ, ку тĕпчевсем çынсемпе вылăхсен гельминтофаунине пĕлме пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, тата медицинăпа ветеринарин сыватмалли ĕç комплексĕсене хатĕрлеме пулăшнă. Скрябин 200 ытла гельминтсен çĕне тĕсĕсене тупса çырса кĕтартнă, 120 гельминтсен ăруне никĕсленĕ.Ăслăлăх ăнлавĕсем кĕртнĕ:
- хушăм тата резервуар хуçисем,
- транзитла паразитизм,
- симбиопаразитизм,
- биогельминтоз,
- геогельминтоз.
Тĕп ĕçĕсем
- Основы ветеринарной нематодологии / Соавт. А.М. Петров. — М.: Колос, 1964. — 527 с.
- Строительство гельминтологической науки и практики в СССР. В 3 т. / Соавт.: Н.П. Шихобалова и др.; АН СССР. Гельминтол. лаб. — М.: Изд-во АН СССР, 1962–1967.
- Трематоды животных и человека: Основы трематодологии: В 25 т. / АН СССР. Гельминтол. лаб. — М.: Наука, 1947–1974.
Чысĕсем
- Сталин парни лауреачĕ — 2 хут 1941, 1950.
- И. И. Мечников ячĕллĕ СССР ĂА ылтăн медалĕ - 1949.
- Ленин парни лауреачĕ- 1957.
- Социаллă Ӗç Паттăрĕ 1958.
- Ленин орденĕн кавалерĕ - 6 хут.
- СССрăн тата 4 орденĕпе медальсем.
- 1972 çулта Скрябин К.И. ятне Пĕтем Раççейри гельминтологи ăслăлăх-тĕпчев институтне, 1973 çулта Мускаври ветеринари академине панă.
- 1973 çулта ВАСХНИЛ (1992 çултан — РЯĂА) паракан К.И.Скрябин ячĕллĕ ылтăн медаль туса хунă.
- В Мускавра Скрябин академикăн урамĕ пур.
Каçăсем
- Ӑсчахсем, алфавитпа
- Раштавӑн 7-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1878 ҫулта ҫуралнисем
- Санкт-Петербургра ҫуралнисем
- Юпан 2-мӗшӗнче вилнисем
- 1972 ҫулта вилнисем
- Мускавра вилнисем
- СССР ĂА тĕп пайташĕсем
- ВАСХНИЛ академикĕсем
- СССР МĂА академикĕсем
- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Ленин парни лауреачĕсем
- Сталин парни лауреачĕсем
- Зоологи таксонĕсен авторĕсем
- Çынсем, алфавитпа
- Юпан 17-мӗшӗнче вилнисем
- СССР ĂА академикĕсем
- СССР ВАСХНИЛ академикĕсем
- СССР патшалăх парни лауреачĕсем