Смирнова Анна Ивановна (лётчица)

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Смирнова Анна Ивановна (1910 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ, Шемшер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1995) — Чӑваш Енри пӗрремӗш лётчица[1].

Кун-ҫулӗ

1927 ҫулта Шупашкарти опытлӑ-кӑтартуллӑ шкул коммунинче (1-мӗш кӑларӑм), 1930 ҫулта педтехникумра, 1951 ҫулта вӗрентекенсен институтӗнче пӗлӳ илнӗ[2].

Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Ишлей районӗнчи Оппукасси шкулӗнче, Толик Хураски ялӗнчи 6 ҫул вӗрентекен шкулта, Шупашкарти 1-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1933–1934 ҫулсенче Тыр-пул тухӑҫлӑхне палӑртакан Патшалӑх комиссийӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш АССРӗн Халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн стат ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ[1].

1934 ҫулта Шупашкарта Совет Союзӗн Паттӑрӗ А.В. Ляпидовский ячӗллӗ РОСТО аэроклубӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл вара унта пӗрремӗш лётчица пулса тӑнӑ[2].

1937–1944 ҫулсенче Чӑваш АССР Главлитӗнче вулавӑшсен инспекторӗ, республикӑра тухса тӑракан хаҫатсен цензорӗ пулса ӗҫленӗ. 1945 ҫулта Мускавра ВКП(б) ТК ҫумӗнчи Тӗп хаҫат курсӗсенче вӗренсе пӗлӳ илнӗ. 1949 ҫулччен Чӑваш АССР Главлитӗнче аслӑ цензор пулнӑ, «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавӗ» тата «Молодой коммунист» хаҫатсене цензорланӑ[2].

1951–1954 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствинче вӑй хунӑ, кунта вӑл ачалӑха упрас енӗпе ӗҫлекен инспектор вырӑнне йышӑннӑ. 1955 ҫултанпа ӑна шкулсен пайӗнчи вулавӑшсен инспекторӗ пулма шанса панӑ. 1956–1967 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн ҫутта кӑларас ӗҫӗн министерствинче кадрсен пайӗн аслӑ инспекторӗ, республикӑри куҫ курманнисен вӑтам шкулӗн воспитательници пулса ӗҫленӗ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 366. — 505 с.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 366. — 505 с.
  • Васильев Б.Л. О Смирновой Анне Ивановне : воспоминания. – Неопубликованный документ.

Каҫӑсем