Советников, Дмитрий Игоревич
Советников Дмитрий Игоревич (1979 ҫулхи акан 18-мӗшӗ, Шупашкар — 2023 ҫулхи акан 11-мӗшӗ, Диброва[d]) — Раҫҫей çар çынни, гварди капитанĕ, рота командирӗ çумĕ. Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1979 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. Шупашкарти 5-мӗш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн географипе истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулăн çар кафедрине вӗренсе пӗтернӗ[1].
2001 çулта Раççей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен çар ретне тăнă. 2004 çултан çар хӗсметне танк çарĕнче иртнӗ.
2022 çулхи нарăсăн 24-мӗшĕнче ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, Тĕп округра 90-мӗш гварди танк дивизийӗн 80-мӗш гварди танк полкӗн танк ротин йышӗнче ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
2023-мĕш çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Луганск Халӑх Республикин Червоная Диброва посёлокӗнче çар ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланă хушăра пуç хунă.
Хисепӗсем
- «Ҫар хӗсметӗнче палӑрнӑшӑн» медалӗн III степенӗ (2013);
- «Ҫар хӗсметӗнче палӑрнӑшӑн» медалӗн II степенӗ (2018);
- «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» медалӗн II степенӗ (2015);
- Паттӑрлӑх орденӗ (2023, вилнӗ хыҫҫӑн)[1].