Соити Ногути

Сои́ти Ногу́ти (яп. 野口 聡一 Ногути Со:ити?, ҫур. 1965 ҫулхи акан 15-мӗшӗ[1], Иокогама[d][1]) — яппун авиаинженерӗ тата JAXA астронавчӗ. 2022 ҫулта космонавтсен отрядӗнчен тухнӑ тата ӑслӑлӑхпа консультаци ӗҫӗпе аппаланма тытӑннӑ.

Биографи

Соити Ногути 1965 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Иокогамӑра ҫуралнӑ. Токио университетӗнче авиаци техники енӗпе бакалавр (1989) тата магистр (1991) степенӗсене илнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл Ishikawajima-Harima Heavy Industries компанин тӗпчевпе разработка уйрӑмӗнчи аэродинамика ушкӑнӗнче ӗҫленӗ, коммерци двигателӗсем валли аэродинамика расчёчӗсене тунӑ[2].

undefined

1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна НАСА астронавтсен 16-мӗш ушкӑнне илнӗ.

Соити Ногути пӗрремӗш хут тӗнче уҫлӑхне 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗнче STS-114 программӑпа «Атлантис» шаттл ҫинче вӗҫмелле пулнӑ, анчах та «Колумбия» космос челнокӗ арканнине пула экипажсене ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Ҫапла вара, пӗрремӗш хут Соити Ногути космоса 2005 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗнче «Дискавери» челнок экипажӗпе пӗрле STS-114 номерлӗ программӑпах вӗҫнӗ (программине «Каллех вӗҫме пуҫлани» ят панӑ). Вӗҫев вӑхӑтӗнче вӑл станцие юсас тӗллевпе виҫӗ хут уҫӑ космоса тухнӑ. Ку вӗҫев 2005 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ.

МКС патне иккӗмӗш вӗҫевне вӑл 2009 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче «Союз ТМА-17» карапӗн борт-инженерӗ пулса пурнӑҫланӑ. Вӑл станци бортӗнче вӑрах вӑхӑта тӑсӑлнӑ МКС-22 тата МКС-23 экспедицисен йышӗнче ӗҫленӗ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче 2-мӗшӗнче Соити Ногути «Союз ТМА-17» караппа Ҫӗр ҫине таврӑннӑ. Вӗҫев тӑршшӗ 163 талӑк та 5 сехет те 32 минут та 45 ҫеккунт пулнӑ.

2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче JAXA Ногути МКС-62/-63 вӑрах вӑхӑта тӑсӑлакан экспедици йышне кӗни ҫинчен пӗлтернӗ (вӗҫев тӑршшӗ ултӑ уйӑх патнелле пулмалла пулнӑ). Экспедици валли вӗрентӳ 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пуҫланнӑ, стартне 2019 ҫулӑн вӗҫне палӑртнӑ.

2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна SpaceX компанин «Crew Dragon» карапӗн пӗрремӗш эксплуатаци вӗҫевӗн экипажӗ йышне кӗртнӗ. Унпа пӗрле Майкл Хопкинс, Виктор Гловер тата Шеннон Уокер вӗҫнӗ[3]. Карап стартне 2020 ҫулхи 16 чӳк уйӑхӗнче панӑ. Ҫапла вара, Ногути историре виҫӗ тӗрлӗ карапа алла илнӗ виҫҫӗмӗш астронавт пулса тӑнӑ[4][5]. Экипаж Ҫӗр ҫине 2021 ҫулхи 2 ҫу уйӑхӗнче таврӑннӑ[6].

2022 ҫулхи 25 ҫу уйӑхӗнче Ногути JAXA космонавтсен отрядӗнчен тухни ҫинчен пӗлтернӗ. Агентствӑран вӑл 2022 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнче кайнӑ[7][8]. Хӑйӗн йышӑнӑвне вӑл ҫамрӑк астронавтсене ҫӳл парас тата карьерин ҫӗнӗ тапхӑрне уйрӑм секторта пуҫлас кӑмӑлпа ӑнлантарнӑ.

JAXA хыҫҫинчи ӗҫ-хӗлӗ

JAXA-ран ӗҫрен тухнӑ хыҫҫӑн Ногути космонавтика тата вӗрентӳ сферинче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2021 ҫулхи раштавран пуҫласа вӑл Токио университетӗнче ятарлӑ профессор, 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен вара — Рицумейкан университечӗн ятарлӑ профессорӗ пулса ӗҫлет[9]. Ҫавӑн пекех вӑл Mirai Space Co., Ltd. компанин президенчӗ, Тӗнчери социаллӑ экономика тӗпчевӗсен институчӗн ӗҫ тӑвакан тӗп канашҫи, IHI корпорацийӗн канашҫи тата тӗнчери темиҫе космос организацийӗн членӗ пулса тӑрать[10].

Статистика[11]
# Стартовый
карап
Старт, UTC Экспедици Аннӑ
карап
Анни, UTC Вӗҫев тӑршшӗ Уҫӑ космоса
тухнисем
Уҫӑ космосри
вӑхӑт
1 Дискавери STS-114 26.07.2005, 14:39 STS-114 Дискавери STS-114 09.08.2005, 12:11 13 талӑк 21 сехет 32 минут 3 20 сехет 05 минут
2 Союз ТМА-17 20.12.2009, 21:52 Союз ТМА-17, МКС-22/23 Союз ТМА-17 02.06.2010, 03:24 163 талӑк 05 сехет 32 минут 0 0
3 SpaceX Dragon 2 C207 16.11.2020, 00:27 Crew-1, МКС-64/65 SpaceX Dragon 2 C207 02.05.2021, 06:56 167 талӑк 6 сехет 29 минут 0 0
344 талӑк 08 сехет 33 минут 3 20 сехет 05 минут

Наградӑсем

  • «Космоса алла илес ӗҫре тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ) — пилотлӑ космонавтика енӗпе тӗнчери ҫыхӑнӑва аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[12];
  • «Космоса вӗҫнӗшӗн» медаль (НАСА).

Ҫавӑн пекех Ногути ятне (5734) Noguchi кӗҫӗн планетӑна панӑ[13].

Харпӑр пурнӑҫӗ

Кӑсӑкланӑвӗсем: чупасси, баскетбол, йӗлтӗрпе ярӑнасси, ҫутҫанталӑкра канни[11]. Радиолюбитель, позывнойӗ KD5TVP[14].

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 http://iss.jaxa.jp/en/astro/biographies/noguchi/index.html
  2. ^ Astronaut Bio: Soichi Noguchi (5/2008) (англ.)(недоступная ссылка — история). NASA. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.}
  3. ^ Stephen Clark. NASA, JAXA assign two more astronauts to second piloted Crew Dragon flight – Spaceflight Now (англ.). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.
  4. ^ Ширра (Меркьюри-8, Джемини-6А, Аполлон-7) тата Янг (Джемини-10, Аполлон-10/16, спейс-шаттл) хыҫҫӑн.
  5. ^ Запуск SpaceX Crew-1: всё, что нужно знать о полёте, Alpha Centauri. 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  6. ^ NASA Updates Live Coverage of Agency's SpaceX Crew-1 Return to Earth (англ.). NASA. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  7. ^ Japanese astronaut Soichi Noguchi to leave JAXA (англ.). The Japan News (26 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  8. ^ Японский астронавт решил завершить карьеру в JAXA. РосПрима (25 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ Dr. Soichi Noguchi (англ.). Voyager Technologies. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  10. ^ Soichi Noguchi (англ.). Wikipedia. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Statistics - Noguchi Soichi (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  12. ^ Указ Президента Российской Федерации от 12 апреля 2011 года № 437 «О награждении медалью „За заслуги в освоении космоса" иностранных граждан». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
  13. ^ (5734) Noguchi = 1989 AL1 = 1980 TM2 = 1982 DD1. The Minor Planet Center. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  14. ^ Amateur License — KD5TVP — Noguchi, Soichi. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.

Каҫӑсем