Сорокина Матрёна Емельяновна
Сорокина Матрёна Емельяновна (качча кайиччен — Николаева; 1922 ҫулхи акан 22-мӗшӗ, Шупашкар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — паллӑ мар) — совет тапхӑрӗнчи фармацевт, хуҫалӑх, патшалӑх тата политика ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчи Шупашкар уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗ) Иккасси ялӗнче ҫуралнӑ[1][2].
1940 ҫулта Шупашкарти фармацевтика шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Мари АССРӗнчи аптекӑна рецептара ӗҫлеме янӑ, унта 1942 ҫулччен тӑрӑшнӑ[3].
1942 ҫултан пуҫласа 1946 ҫулччен Чӑваш АССРӗнчи Шупашкар районӗнчи Иккасси ял канашӗнче секретарьте, кайран председательте ӗҫленӗ[3].
1946 ҫулта Чӑваш тӗп аптека управленине (ГАПУ) куҫнӑ, унта 1948 ҫулччен управляющи ҫумӗнче ӗҫленӗ, 1948 ҫултан пуҫласа 1953 ҫулччен вара — управляющире[3].
1953 ҫултан пуҫласа «Фармация» патшалӑх предприятийӗн фасовка цехӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ[3].
Депутат ӗҫӗ-хӗлӗ
1946 ҫулта Чӑваш АССРӗнчи Шупашкар ял суйлав округӗнчен СССР Аслӑ Канашӗн 2-мӗш пухӑвӗн депутачӗн(выр.)чăв. кандидатне тӑратнӑ[4]. СССР Аслӑ Канашӗн Нацилӗх Канашӗн депутатне суйланнӑ; суйланнӑ депутатсен списокӗ 1946 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче «Правда» хаҫатра пичетленнӗ[5].
Чыславсем
1952 ҫулта «СССР сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ» паллӑпа чысланӑ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ Николаева (Сорокина) Матрёна Емельяновна. Электронная энциклопедия «Наследие Чувашии». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Икково. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Николаева (Сорокина) Матрёна Емельяновна. Электронная энциклопедия «Наследие Чувашии». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Матрена Емельяновна Сорокина. Национальная электронная библиотека. — Брошюра Чувашского обкома ВКП(б) серии «Пирӗн кандидатсем» («Наши кандидаты»), 1946 год. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Депутаты, избранные в Совет Национальностей // Правда. — 1946. — 14 нарӑсӑн (№ 38 (10120)). — .
Каҫӑсем
- Николаева (Сорокина) Матрёна Емельяновна — статья в электронной энциклопедии «Наследие Чувашии»
- Сорокина Матрёна Емельяновна — архивная копия страницы на портале органов власти Чувашской Республики