Сорокин Николай Михайлович

Николай Михайлович Сорокин (1941 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ2021 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ) — вырӑс ҫыравҫи, публицисчӗ, общество ӗҫченӗ.

Тутар АССРӗн (1988 ҫул) тата Раҫҫей Федерацийӗн (2002 ҫул) тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, 13 кӗнеке авторӗ, ҫав шутра «Аттеҫӗм Атӑл» роман-трилогин, «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӑн.

2013 ҫултан пуҫласа пурнӑҫӗн юлашки кунӗччен Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ тата Тутарстанри наципе культура автономийӗн Канашӗн пайташӗ пулнӑ[1].

Пурнӑҫӗ

Николай Сорокин 1941 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Тутар АССРӗнчи Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ял тимӗрҫин ҫемйинче ҫуралнӑ. 1958—1959 ҫулсенче Тутар АССРӗнчи «Большевик» колхозра вӑй хунӑ. 1959—1961 ҫулсенче Теччӗри педучилищӗре вӗреннӗ.

1961 ҫулта Хусанти педагогика институтне вӗренме кӗнӗ, анчах ҫар службӑне чӗннӗ пирки вӗренсе пӗтереймен[2]. 1962—1965 ҫулсенче совет-афган чикинче, СССР чикӗ ҫарӗсенчи Тахта-Базар чикӗ отрядӗнче хӗсметре тӑнӑ. Старшина чинне тивӗҫнӗ.

Служба хыҫҫӑн 1965 ҫулта Хусан патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ. 1969 ҫулта аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн «Советская Татария» хаҫат редакцийӗнче литература сотрудникӗ пулса, кайран промышленность уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.

1977—2013 ҫулсенче — Тутарстан Республикинчи ТАССӑн хӑйӗн корреспонденчӗ.

2013 ҫултан пуҫласа 2021 ҫулта виличченех — Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ, Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн Канашӗн пайташӗ[1].

Харпӑр пурнӑҫӗ

Николай Сорокин авланнӑ пулнӑ, виҫӗ ача (икӗ хӗрпе пӗр ывӑл) ҫитӗнтернӗ, унӑн мӑнукӗсем пур[3].

Пултарулӑхӗ

Николай Сорокин тӑтӑш тухакан пичетри пӗрремӗш утӑмӗсене 1960 ҫулта тунӑ; Теччӗри педучилище студенчӗ пулнӑ май, штатра тӑман сотрудник «Авангард» район хаҫатне заметка ҫырнӑ, ҫавӑншӑн хӑйӗн пӗрремӗш гонорарне илнӗ — 20 пус. 1962—1965 ҫулсенче Туркмен ССРӗнчи Тахта-Базар хулинче, афган чикинче вырнаҫнӑ чикӗ ҫарӗсенче вӑхӑтлӑ хӗсметре тӑнӑ чухне Николай Сорокин журналистикӑра пӗрремӗш хут хӑйне тӗрӗслесе пӑхнӑ. Вӑл хӗсметре пӗрле тӑракансем, туркмен чабанӗсем ҫинчен ҫырнӑ вун-вун репортажпа зарисовкӑна «Дзержинец», «Фрунзевец» ҫар хаҫачӗсенче, «Пограничник», «Туркменская искра» журналта тата вырӑнти ытти кӑларӑмсенче пичетлесе кӑларнӑ[4].

«Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ ҫичӗ ҫул хушшинче корреспондентран пуҫласа пай пуҫлӑхӗ таран ӳснӗ, аналитика статйисемпе, экономика обзорӗсемпе, очерксемпе пичетленсе хӑйне ӑста публицист пек кӑтартнӑ[5].

Хӗрӗх ҫула яхӑн — 1977—2013 ҫулсенче Николай Сорокин Тутарстан Республикинчи ТАССӑн хӑйӗн корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ. Уйӑхсерен тӗнче пичечӗ, радио тата телепередачӑсем валли Тутарстан Республикин пурнӑҫӗ, унӑн ҫыннисем, экономика, ӑслӑлӑх тата культура ҫинчен 50 ытла ҫӗнӗ хыпар корреспонденцийӗпе репортаж хатӗрленӗ[6].

Николай Сорокин 13 кӗнеке ҫырнӑ, вӗсенчен чи пӗлтерӗшли вара атӑлҫи тӑрӑхӗн (1908—2008 ҫулсенчи) историне халалланӑ «Аттеҫӗм Атӑл» роман-трилоги шутланать. 1-мӗш томӗ «Пусмӑр» — коллективизаци тапхӑрӗ, 2-мӗш томӗ «Сталин гладиаторӗсем» — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, 3-мӗш томӗ «Чухӑн ирӗклӗх» — совет самани хыҫҫӑнхи Раҫҫей[7].

Н. Сорокинӑн паллӑ трилогийӗ нумай нациллӗ Тутарстан халӑхӗсен культурисем пӗр-пӗрне кӗрсе пуянине пулӑшать.Тутарстан Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Туслӑх ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов[8].

«Ӗмӗрхи Атӑл» — ку пирӗн тутарстанри «Лӑпкӑ Дон».РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор Фатих Сибагатуллин[9].

Ҫыравҫӑ хайлавӗсен тӗп темисем Атӑлҫи историне, хресченлӗх шӑпине тата политика репрессийӗсене ҫутатаҫҫӗ. Литература критикӗсем унӑн тӗп трилогине монументаллӑ истори тата халӑх эпосӗ пек хакланӑ[2][10][11].

1997 ҫулта унӑн сценарийӗпе ВГТРК «Татарстан» телерадиокомпанире «Вера древнего народа» («Авалхи халӑх ӗненӗвӗ») документаллӑ фильм ӳкернӗ[12]. 2004 ҫулхи раштавра «Юратмалла пулсан, атӑлҫийӗн юратмалла» пьеса ҫырнӑ[2].

Хисепӗсем

  • Совет пичечӗн тытӑмӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн Николай Сорокин Тутар АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн хисеплӗ ятне тивӗҫнӗ.
  • 1988 ҫ. Алексей Талвир чӑваш ҫыравҫин ячӗллӗ литература премине панӑ.
  • 1994 ҫ. Культура тата пичет тытӑмӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн ятне панӑ.
  • 2002 ҫ. «Хусан 1000 ҫул тултарнине асра тытса» медальпе чысланӑ. 2005 ҫ. Чӑваш литературипе культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне панӑ. 2017 ҫ.
  • «Аттеҫем Атӑл» роман-трилогишӗн 2021 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Пӗтӗм чӑваш наци премийӗпе чысланӑ[13].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Умер татарстанский журналист Николая Сорокин. Реальное время. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Сорокин Николай Михайлович. Союз писателей Татарстана. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  3. ^ Сорокин Николай Михайлович. tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  4. ^ Учусь в Казанском. Газета «Правда». 28 ноября 1968 г.
  5. ^ От пастуха до писателя. Книга «Свети, мой Млечный путь», Издательский дом «МеДДок», Казань 2018 г.
  6. ^ Информационная радуга России. Газета «Тассовец». 1 октября 1998 г.
  7. ^ Новое слово в российской романистике. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
  8. ^ «Вечная Волга». Газета «Звезда Поволжья» 16 марта 2017 г
  9. ^ Читатели о «Вечной Волге». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ Волга — мост дружбы. Казанские ведомости. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  11. ^ Николай Михайлович Сорокин. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  12. ^ Сорокин Николай Михайлович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  13. ^ Николай Сорокин награжден премией И.Я.Яковлева — региональная общественная организация (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.