Стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсен кунӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсен кунӗраштавӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫейре паллӑ тӑвакан астӑвӑм кунӗ[1].

Професси уявне 1995 ҫулта РФ президенчӗн указӗпе никӗсленӗ. 2006 ҫулта уявсенчен астӑвӑм кунӗсен йышне куҫарнӑ. Уйрӑм уяв туса париччен ядерлӑ паритета хӳтӗлекенсем Ракета ҫарӗсемпе артиллери кунне уявланӑ, ӑна чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[2].

Хальхи вӑхӑтра (2024 ҫул тӗлне) РФ президенчӗн 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи «Раҫҫей Федерацийӗн професси уявӗсемпе паллӑ кунӗсем ҫинчен» хушӑвне тӗпе хурса уявлаҫҫӗ[3].

2024 ҫулта стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсем 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ[4][5].

Ҫак ҫул РВСН йышне кӗрекен хӗҫпӑшал хатӗрӗпе, Раҫҫейри ҫӗнӗ «Орешник» комплексӗн ракетисемпе историре пӗрремӗш хут усӑ курнипе палӑртнӑ[6].

Историйӗ

1959 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче, СССР Министрсен Канашӗн Постановленийӗпе килӗшӳллӗн, СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ҫӗнӗ тӗсне — стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсене (РВСН), вӗсен тӗп штабне тата ҫар управленин ытти органӗсене туса хунӑ, ҫавӑн пекех тӗп ҫарпуҫӗн ӗҫ вырӑнне йӗркеленӗ, ҫак ӗҫе пурнӑҫлама Митрофан Неделин артиллерин тӗп маршалне лартнӑ[7].

Стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсене вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫарпа политика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗчленсе пынӑран, АПШра тата НАТО йышне кӗрекен ытти патшалӑхсенче тапӑну хӗҫпӑшалне хӑвӑрт аталантарнипе йӗркеленӗ. Ҫак хӗҫпӑшал СССР хӑрушсӑрлӑхӗ валли чӑн та хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ[2].

Раҫҫейӗн хӳтӗлев министерствин РВСН аталанӑвӗн историйӗнче темиҫе тӗп тапхӑра уйӑраҫҫӗ[2]:

  • 1946—1959 — СССРта РВСН йӗркелемешкӗн никӗс хатӗрлени. Ядерлӑ ракетӑллӑ хӗҫпӑшал ӑсталанӑ, ҫулне тытса пыма пултаракан пӗрремӗш баллистика ракетисене тунӑ. Ҫавӑн чухнех пӗрремӗш ракета пайӗсене тата уйрӑмсене йӗркеленӗ. 1957 ҫулта континентсем таран вӗҫме пултаракан Р-7 пӗрремӗш баллистика ракетине ӑнӑҫлӑ вӗҫтернӗ, тепӗр 2 ҫултан, 1959-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Плесецкра ҫак ракетӑсем валли тапранмалли вырӑн хатӗрленӗ[8].
  • 1959—1965 — Стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсене никӗслени тата вӗсем СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ҫӗнӗ тӗсӗ пек йӗркеленни.
  • 1965—1973 — СССР-та пӗчченшер вӗҫме пултаракан иккӗмӗш ӑрури МБР ушкӑнне хатӗрлеҫҫӗ. РВСН ҫӗршывӑн стратегиллӗ ядерлӑ вӑйсен тӗп вырӑнне йышӑннӑ, СССРпа АПШ хушшинчи ҫарпа стратеги тӗлӗшӗнчен танлӑх хатӗрлес ӗҫре тӗп тӳпе хывнӑ.
  • 1973—1985 — РВСН-а виҫҫӗмӗш ӑрӑвӑн ракета комплексӗсемпе (РК) тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсен пуҫ пайӗсем пайланма пултараҫҫӗ тата пулас тӑшманӑн ракета хӳтӗлевӗ урлӑ тухайраҫҫӗ. РВСН-а ҫавӑн пекех вӑтам инҫӗше вӗҫме пултаракан мобильлӗ баллистика ракета комплексӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Хӗҫпӑшал пек РС-18, РС-20 тата РС-16 МБР-сем тата ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекен РСД-10 («Пионер») мобильлӗ комплекса йышӑнаҫҫӗ.
  • 1985—1992 — стационарлӑ тата куҫса ҫӳреме пултаракан тӑваттӑмӗш ӑрури РС-22, РС-20В, «Тополь» МБР-лӑ ракета комплексӗсемпе хӑҫпӑшаланнӑ тата хӗҫпӑшалпа ҫар ӗҫне йӗркелкекен ҫӗнӗ автоматизациленӗ системӑпа усӑ курма пуҫланӑ.
  • 1992 ҫултанпа — РВСН Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен пайӗ пулса тӑнӑ. Раҫҫей тулашӗнче вырнаҫнӑ ракета комплексӗсене тӗп тунӑ. Ҫар хуралне пиллӗкмӗш ӑрури «Тополь-М» ракета комплексне вырнаҫтарнӑ.
  • 1997 — РВСН-а Космос ҫар вӑйӗсемпе тата ракетӑпа космос хӳтӗлев ҫарӗсемпе пӗрлештернӗ.
  • 2001 — РВСН-а центра пӑхӑнакан Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсен икӗ тӗсӗ ҫине пайланӑ, кашни хӑй тӗллӗн ӗҫленӗ, анчах ӗҫе пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса пурнӑҫланӑ: Стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсем тата Космос ҫарӗсем.
  • 2009—2010 — ҫар хуралне ТР-2ПМ2 ракетӑллӑ ҫӗр ҫийӗпе куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ «Тополь-М» ракета комплексӗпе хӗҫпӑшаланнӑ ракета полкӗсене тӑратнӑ.
  • 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа — ракета ушкӑнӗн йышне чакарни; ҫар хатӗрӗсене хатӗр тӑрӑмра тытса тата майӗпен ҫӗнетсе пыракан мероприятисем. Ҫӗнӗ ракета комплексӗсем хатӗрлес тӗлӗшпе ӗҫлени, ҫар тытӑмне лайӑхлатни[2].

1987 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче РВСН музейне никӗсленӗ[9].

РВСН хальхи вӑхӑтра

Хальхи вӑхӑтра РВСН – РФ СҪВ ҫарӗсен уйрӑм тӗсӗ. Тӗп штаб Мускав ҫывӑхӗнчи Власихӑра вырнаҫнӑ[8]. РВСН Владимир, Омск тата Оренбург хулисенчи виҫӗ ракета ҫарӗсен управленинчен тӑрать, вӗсен йышне ялан хатӗр тӑракан пӗтӗмпе 12 ракета дивизийӗ кӗрет. Вӗсен хӗҫпӑшалӗ йышӗнче ултӑ ракета комплексӗ тӗсӗ шутне кӗрекен 400 тапрану установки пур: стационарлисем те, вырӑнтан вырӑна куҫма пултараканнисем те[2]. Стационарлӑ вырнаҫнӑ Раҫҫей ракетисен ушкӑнӗн никӗсӗ «йывӑр» класлӑ РС-20В «Воевода» тата «ҫӑмӑл» класлӑ (РС-18А «Стилет», РС-12М2 «Тополь-М») ракетӑсем ҫинче никӗсленет[10]. Стратегиллӗ ӗҫе пурнӑҫлакан ядерлӑ вӑйсен шутне кӗрекен мӗнпур ядерлӑ зарядсен 60% РВСН йышӗнче тӑрать[8]. Стратегиллӗ ӗҫе тӑвакан ракета ҫарӗсен позици районӗсем Раҫҫей Федерацин 21 субъекчӗн лаптӑкӗнче вырнаҫтарнӑ[10].

РВСН хуть те хӑш вӑхӑтра ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр ҫарсем шутланаҫҫӗ, вӗсем кунӗн-ҫӗрӗн хуралта тӑраҫҫӗ, Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Аслӑ главнокомандующийӗ хушнине кирек хӑш самантра пурнӑҫлама хатӗр. Кашни талӑкра хуралти вӑйсен йышӗнче ултӑ пине яхӑн ҫар ҫынни тӑрать[10].

2024 ҫулта ҫӗнӗ «Орешник» ракета комплексне ӑнӑҫлӑ тӗрӗсленӗ тата опыт пухас тӗллевпе унпа ҫапӑҫура усӑ курнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех стратегиллӗ ӗҫе пурнӑҫлакан ракета ҫарӗсен шутне кӗрет[5].

Уявлани

Стратегиллӗ ӗҫе тӑвакан ракета ҫарӗсене 1959 ҫултах йӗркеленӗ пулин те вӗсен уяв кунӗ никӗсленӗ хыҫҫӑн 36 ҫул иртсен 1995 ҫулта ҫеҫ, РФ Президенчӗн 1995 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчи 1239 № хушӑвӗ тухсан кӑна йӗркеленнӗ[11]. Анчах 2006 ҫултанпа, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 549 №-лӗ Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, уява астӑвӑм кунӗ ҫине улӑштарнӑ, вӑл Стратегиллӗ ӗҫ тӑвакан ракета ҫарӗсен кунӗ пулса тӑнӑ[2].

РВСН кунне ҫулсерен мӗнпур РВСН ҫар чаҫӗсенче тата вӗренӳ заведенийӗсенче палӑртаҫҫӗ: раштавӑн 17-мӗшӗнче уяв мероприятийӗсемпе построенисем иртеҫҫӗ. Хӗсметре палӑрнӑ ҫар ҫыннисене вара ҫак кун наградӑсемпе чыслаҫҫӗ, пӗр-пӗр ҫар ячӗпе хисеп тӑваҫҫӗ[7].

РВСН кунӗнче ҫавӑн пекех дивизи храмӗсене хӑйӗн тӑван ҫӗршывне яланах хӳтӗлекен тата Сывлӑш космос ҫарӗсен хӳтӗлевҫи шутланакан таса преподобнӑй Илия Муромец турӑшӗсене пама йышӑннӑ[2]. РВСН-ра ҫавӑн пекех сӑваплӑ асапланнӑ ҫынна Варварӑна (ӑна асӑнмалли кун раштавӑн 17-мӗшӗ тӗлне лекет) хисеплеҫҫӗ, 1995 ҫулта Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ II Алексий пилленипе Вырӑс православи чиркӗвӗ шӑпах ӑна РВСН-ӑн тӳпери хӳтӗлевҫи тесе пӗлтернӗ[8].

Тӗп савӑнӑҫлӑ мероприяти вара — РВСН кунӗ ячӗпе ҫынсене йышӑнни — кашни ҫул Кремльте иртет[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента Российской Федерации от 31 мая 2006 г. N 549 Об установлении профессиональных праздников и памятных дней в Вооруженных Силах Российской Федерации (выр.). Российская газета (3 ҫӗртмен 2006). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Ракетные войска стратегического назначения. Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерстви. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  3. ^ День Ракетных войск стратегического назначения в России (20241216T1336). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ Ракетным войскам стратегического назначения исполняется 65 лет. Министерство обороны РФ (17 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 В России отмечается День ракетных войск стратегического назначения. Новости. Первый канал(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ Каракаев назвал важным событием испытание "Орешника" в боевых условиях. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Дарья Ивашкина. День РВСН в 2023 году: история и традиции праздника. Семья. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4 Людмила Петрова. 17 декабря - День Ракетных войск стратегического назначения. История и традиции праздника. Российская газета (17 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  9. ^ Музей Ракетных войск стратегического назначения. www.cmaf.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2, 3 День Ракетных войск стратегического назначения. Российское информационное агентство «Победа РФ» (17 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  11. ^ Указ Президента России № 1239 от 10 декабря 1995 г. , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи копийӗ

Вуламалли

  • Ракетные войска стратегического назначения: истоки и развитие / Под ред. Н. Е. Соловцова. — М.: ЦИПК, 2004. — 320 с.