Сăвар
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Сӑвар (тут. Суар, выр. Сувар) — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн хули, ӑна сӑварсен йӑхӗ IX ӗмӗртен кая мар никӗсленӗ, 1236 ҫулччен тытӑнса тӑнӑ. Батый хан ертсе пыракан монголсен пӗрлешӳллӗ Хӗвланӑҫ харҫи вӑхӑтӗнче аркатнӑ, урӑх ҫӗкленеймен.
Ш. Марджани тата С. М. Шпилевский палӑртнӑ вӑхӑтран пуҫласа Тутарстанри Сӑпас районӗнчи Тутар Хули ялӗпе юнашар Вӑта юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчи пысӑк лаптӑклӑ (4500 метр ҫавракӑш) хула пек идентификациленет (тутарсемпе чӑвашсем Сувар текен Кузнечиха ялӗнчен анӑҫалла 4 ҫухрӑмра)[1].
Вырнаҫу
Сӑвар Атӑлӑн сулахай юппин Вӑта[2] шывӗн ҫӳлти юхӑмӗнче (халӗ — Типӗ Вӑта[3]) тикӗс вырӑнта вырнаҫнӑ пулнӑ. Унӑн территорийӗ ҫурҫӗр-анӑҫалла юханшыв еннелле сулӑннӑ, унӑн сулахай ҫыранӗнче хула хӑй пулнӑ. Хула 100 га яхӑн лаптӑк йышӑнса пысӑк лапамра ларнӑ. Хулана икӗ йӗр валпа вар ҫавӑрса илнӗ, унӑн тӑсӑлӑвӗ тӑватӑ ҫухрӑм ҫурӑ патнелле пулнӑ. Вал ҫӳллӗшӗ вӑтамран вунӑ метр таран сарлакӑш тата икӗ-виҫӗ метр ҫӳллӗш ҫитет. Варсем пилӗк метр тарӑнӑш тата вунӑ метр сарлакӑш пулнӑ[4].
Истори
Хула ҫинчен асӑнни араб географӗсен X – XIII ӗмӗрсенче ҫырнисенче тӗлпулать. Сӑвар пирки юлашки хыпарсем XIV-мӗш ӗмӗрсенче ҫырнисенче пур. Хӗвелтухӑҫ авторӗсен ҫырнисенче Сӑвар хулине Пӑлхарпа пӗрле 920-мӗш ҫулсенчех асӑннӑ. Арап географӗ Абу Зайд аль-Балхи(выр.)чăв. ҫырнӑ тӑрӑх, Сӑварта, унта пурӑнакансен шучӗ вунӑ пин ҫын таран пулнӑ, «тӗп мечӗт» вырнаҫнӑ. Аль-Бируни(выр.)чăв. ҫырнӑ тӑрӑх, Сӑварпа Пӑлхар «вырӑссемпе славянсен аслӑ юхан шывӗ ҫинче вырнаҫнӑ, вӗсен хушши — пӗр кун каймалӑх. Сӑвар, вырӑнти ҫынсем ӑна Шэмсуар теҫҫӗ, куҫарсан «Хӗвел евӗр илемӗ — Хӗвел пек ҫутӑ» тенине пӗлтерет»[5].
Сӑварта ал-ӑсталӑхӗпе сутӑ-илӳ (Иранпа, Хорезмпа, Висантипе, Руҫпе, Грузипе) аталаннӑ. Сӑварӑн пуҫлӑхӗсем, Талиб ибн-Ахмад тата Мумин ибн-Ахмад, 970-мӗш ҫулсемчченех хӑйсен укҫисене кӑларнӑ. Сӑварта кӑларнӑ укҫасене археологсем Рязань, Псков, Тверь(выр.)чăв. хулисенче, ҫавӑн пекех Данире тупнӑ.
Вырӑнти халӑх ҫӗр ӗҫӗпе(выр.)чăв. тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе(выр.)чăв. ӗҫленӗ. Ремесленниксем тӑмран ытти вырӑнсенчи ӑстасен япалисенчен уйрӑлса тӑракан савӑт-сапа ӑсталанӑ. Хулара тимӗрҫӗсем, строительсем, металлургсем, ювелирсем, кӑралҫӑсем, кӗленче савӑт-сапа ӑсталакансем ӗҫленӗ. Сӑварта пурӑнакансем пулӑ тытнӑ, сунара ҫӳренӗ, пыл пухнӑ[2].
Хула пасарӗнче вырӑнти тата кӳрсе килнӗ таварсемпе суту-илӳ пынӑ. Вӑтам Азири, Кавказ леш енчи, Висантири тата Прибалтикӑри(выр.)чăв. сутуҫӑсем Караван-сарайра(выр.)чăв. чарӑннӑ[2].
Сӑварта Сулейман ибн-Дауд-аз-Сувари-Саксини ӑсчах-турӑ сӑмахҫи ҫуралнӑ, ӳссе хӑйӗн ӑслӑлӑх ӗҫне пуҫланӑ[6].
Сӑвар 1236 ҫулччен пулнӑ. Хулана монголсен ҫарӗсем тапӑннӑ, ӑна аркатса ҫунтарса янӑ. Унта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хулана хӳтӗлесе вилнӗ. Чӗрӗ юлнисем таврари вӑрмансене тарса пӗтнӗ. Тӑван вырӑнсене таврӑнсан вӗсем каллех Сӑвара ӗлӗкхи хуларан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле никӗсленӗ. Анчах та монгол влаҫӗсем чарнипе ҫӗнӗ хулаша крепоҫ пек туман. Ҫӗнӗ Сӑвар унчченхилле хӑват илеймен. XIV ӗмӗр вӗҫнелле вӑл политикӑпа экономика пӗлтерӗшне тӗппипех ҫухатнӑ, XV ӗмӗр тӗлне вара ҫухалнӑ[7].
Тӗпчевсем
Сӑвар ӑҫта вырнаҫтарни пирки 1885 ҫулта тутар историкӗ Шигабутдин Марджани(выр.)чăв. «Мустафад ал-ахбар фи ахвали Казан ва Булгар» («Источники по истории Казани и Булгара») ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлесе кӑлариччен паллӑ пулман. Унта вӑл ҫӗр валӗсемпе ҫирӗплетнӗ вырӑна (хулаш) Хусан кӗпӗрнинчи Спас уесӗнчи Кузнечиха ялӗнчен инҫех мар вырӑна халӗ те таврари халӑх хӑйӗн малтанхи ячӗпе Сӑвар тесе каланине палӑртнӑ. 1893 ҫулта унӑн шухӑшне Гайнетдин Ахмаров историк ҫирӗплетнӗ. Каярахпа И. А. Износков(выр.)чăв. хулана археологи карттине кӗртнӗ[8].
1933—1935,1937 ҫулсенче Кузнечиха хулине (Сӑвара) чавса тӗпченӗ. Вӗсене МО ГАИМК, ГИМ(выр.)чăв. тата ТАССР музейӗн(выр.)чăв. А. П. Смирнов ертсе пыракан экспедицисен вӑхӑтӗнче ирттернӗ. Чавнӑ май Суварӑн валӗсене, пурӑннӑ вырӑнсене, масара тӗпченӗ. Хула лаптӑкӗн варринче чавса тӗпченӗ кирпӗч ҫурт, ӑна 1236 ҫулхи пушарта пӗтнӗ Х—XI ӗмӗрсенчи кермен пек палӑртнӑ, тупни пысӑк ӑнӑҫу пулнӑ[9].
Ҫак чавса кӑларнисем Атӑлҫи Пӑлхара археологи енӗпе системӑллӑ тӗпчессине пуҫарса янӑ, вӗсене 1938—1940 тата 1945—1990 ҫулсенче А. П. Смирнов 1973 ҫулччен ертсе пынӑ Пӑлхар экспедицийӗ тӑснӑ. Сӑварти тӗпчевсене пӗчӗкрех масштабпа ҫӗнӗрен Хусанти археологсем 1990-мӗш ҫулсенче пуҫӑннӑ[9].
1974—1975 ҫулсенче Сӑварта Т. А. Хлебникова экспедицийӗ ӗҫленӗ. Чавса кӑларнисем хулашра Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнчи япаласем ҫуккине палӑртма май панӑ. 1990-мӗш ҫулсенче хулана Ф. Ш. Хузинпа Р. Ф. Шарифуллин чавса тӗпченӗ. Монголсем тапӑничченхи пуян материал тата Ыдтӑн Урта вӑхӑтӗнчи япаласем ҫукки Сӑвара монголсем пӗтӗмпех тӗп тунине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[8].
Сӑвара тӗпчес ӗҫӗн ҫӗнӗ тапхӑрӗ 2018 ҫулта, палӑк территорине комплекслӑ тӗпчевсем ирттерсен пуҫланнӑ. Хула территорийӗн архиври аэрофотоӳкерчӗкӗсене тишкернӗ, рельефӑн цифрӑллӑ модельне туса хунӑ тата палӑк топографине архиври тата ҫӗнӗ аэроӳкерӳ даннӑйӗсене танлаштарнине тӗпе хурса тишкернӗ; хулан археологи объекчӗсемпе ҫыхӑннӑ магнит уйӗпе тӑпра улшӑнӑвӗсене палӑртнӑ; хулан археологи объекчӗсемпе ҫыхӑннӑ магнит улшӑнӑвӗсене магнитометрипе тата георадарпа усӑ курса палӑртнӑ; дистанци тӗпчевӗн даннӑйӗсене интерпретацилессине ҫирӗплетме тӗп-тӗрӗс археологи уҫлӑхӗсемпе илнӗ даннӑйсене тӗрӗсленӗ[10].
Фольклорта
«Сӑварта пурӑнакансен юрри»(выр.)чăв. (тут. Сувар кешеләре җыры) — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ аталаннӑ тапхӑртанах пыракан халӑх юрри[11].
Ӑнлантарусем
- ^ Волжские булгары - А.П. Смирнов - Google Books. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Город Сувар (Булгарский музей-заповедник) | Сувары (выр.). xn--80ad7bbk5c.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Суварское городище (XIII в.) Кузнечиха (выр.). bolgar-tatarstan.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Руденко К.А. Памятники эпохи Золотой Орды на Средней Волге (Булгарский улус Золотой Орды) / отв. ред.: С.Г. Бочаров, А.Г. Ситдиков. — Генуэзская Газария и Золотая Орда, 2015. — С. 255–364.
- ^ Губайдуллин А.М. О фортификации городища Сувар // Филология и культура. Philology and Culture : журнал. — 2012. — № №2(28). — .
- ^ «Саксин – это под Астраханью»: издана самая древняя татарская книга, написанная в XII веке(паллӑ мар). БИЗНЕС Online. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Сувар (выр.). tatarica.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Дамир Галимзянов. Савиры и Сувар.
- ^ 1, 2 1933–1937 гг. – раскопки Сувара (Суварская экспедиция МО ГАИМК, ГИМ, Гос. музея ТАССР) | Институт археологии Российской академии наук (выр.). archaeolog.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Бездудный В.Г. и др. Комплексные исследования ... archaeolog.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Хакимов Р.Ф. Исторические песни в татарском фольклоре. — АН Республики Татарстан институт языка, литературы и искусства им. Г. Ибрагимова, 2017. — 172 с. — ISBN 978-5-93091-242-5.
Вуламалли
- Древний Сувар: археологические исследования и находки / авторы-составители А. А. Хайдаров и др. под ред. А. Г. Мухамадиева. — Казань: КЮИ МВД России, 2009. — 206 с.
- Древний Сувар: каталог археологических находок / авторы-составители А. А. Хайдаров, Н. М. Садриева; под науч. ред. проф. Ф. Ш. Хузина. — Казань: Институт им. Марджани АН РТ, 2012. — 244 с.