Султтанпике
Султтанпике — XIX ӗмӗрти чăваш сăвăçĕ-юрăçĕ. Вăл Эçеркке (халĕ тутарланнă Белые Озерки) чăваш ялĕнче çуралса пурăннă.
Пурнăçĕ
Вăл Аслă Услиелĕнчи Паккаш ятлă йĕкĕте юратнă пулнă, анчах та Паккаш хăй çемйипе турккăсем патне куçса кайнă... Султтанпикене Илем шыв тăрăхĕнчи Нарспи теççĕ паянхи чăвашсем.
Султтанпике сăвви-юрри
- Акăшĕ ăçта? — Атӑлта.
- Чĕпписем ăçта? — Тинĕсре.
- Атăлпа тинĕс пĕрлешнĕ чухне
- Ас илет-ши акăш чĕппине?
- Ас илет те пуль, ас илмест те пуль —
- Ун юратнă чĕппи урăх пур.
Вуламалли
- Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
- Архипов Д.А., "Константинопольри чăвашсем".