Архипов Дмитрий Архипович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Архипов Дмитрий Архипович — прозăçă, очерксен авторĕ. 1868 çулта (кунĕ паллă мар) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Çĕнĕ Чулкаç (халĕ Çăкаллă Явăш) ялĕнче çуралнă. 1939 çулта Алма-Ата хулинче вилнĕ.

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенсен шкулĕнче вĕреннĕ. Сарăту кĕпернинчи Хвалынск уесĕнчи Шималаково ялĕнчи чиркӳ приххучĕн шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Çавăн пекех çав ялтах вырнаçнă Андреевăн арçынсен малтанхи училищинче вĕрентнĕ.

1898 çулта Палестинăна кайнă. Каялла килнĕ май Турцире пурăнакан тăванĕсем патне кĕрсе тухнă. Вĕсемпе тĕл пулни çинчен «Константинопольти чăвашсем» ятлă очерк çырнă. Вал очерка 1903 çулта Хусанта уйрăм кĕнекепе пичĕтленĕ.


Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.