Суриков Юрий Константинович
Суриков Юрий Константинович (1946 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ, Тукач — 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ, Шупашкар) — Раҫҫей тата чӑваш музыкин ӗҫченӗ, баянист, контрабасист тата бас-гитарист, Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2001).
Пурнӑҫӗ
Юрий Суриков 1946 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Чӑваш Республики Элӗк районӗнчи Тукач ялӗнче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Хирлеппуҫӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкула вӗренсе пӗтернӗ.
1963 ҫулта Саранск хулинчи 5-мӗш ГПТУ-ран вӗренсе тухнӑ. 1965–1968 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. 1968 ҫулта Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ, 1972 ҫулта ӑна ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ.
1972–1974 ҫулсенче Йӗпреҫри музыка шкулӗнче баян класӗпе вӗрентекен пулса тӑрӑшнӑ. 1979 ҫулта Хусанти культура институчӗн дипломне илнӗ.
1974 ҫултанпа 40 ҫул ытла — Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн артисчӗ пулса ӗҫленӗ.
Юрий Суриков 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вилнӗ. Артистпа сывпуллашу ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Пукравпа Татиана соборӗнче иртнӗ.
Пултарулӑхӗ
Юрий Суриков ансамбльте пысӑк квалификациллӗ музыкант пулса палӑрнӑ. Вӑл тӗрлӗ музыка стильне лайӑх ӑнланнӑ, оркестр вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлнӗ. Баянпа кӑна мар, контрабаспа тата бас-гитарӑпа та профессионал шайĕнче каланӑ, кӑткӑс техника мелӗсемпе усӑ курнӑ.
Артист ансамблӗн 30 ытла масштаблӑ концерт программине хатӗрлеме хутшӑннӑ. Коллектив йышӗнче Раҫҫей Федерацийӗн нумай регионӗнче тата ют ҫӗршывра гастрольсенче пулнӑ.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2001).
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн II степеньлӗ медалӗ (2012).
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Аликовская энциклопедия / Редкол.: Л. А. Ефимов, Е. Л. Ефимов, А. А. Ананьев, Г. К. Терентьев. — Чебоксары, 2009.
- Кондратьев М. Г. Суриков Юрий Константинович // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си—Я.
Каҫӑсем
- Ушёл из жизни заслуженный артист Чувашской Республики Юрий Константинович Суриков (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- Юрий Суриков артиста юлашки ҫула ӑсатнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.