Тĕк (сĕтпе ӳсекеннисен)

Тĕк, е Сĕтпе ÿсекеннисен тĕкĕ (лат. pili, ав.гр. τρίχες) — ӳт майлашăмĕ, эпидермисран тухса тăраканскер, эпителиаллĕ пайрăмсен нумай сийлĕ тата çип пек тытăмĕ (кератиноцитсем, меланоцитсем), вĕсем ÿсĕм пăнчинчен аяккарах мăйракаланса пыраççĕ, сĕтпе ÿсекенсен тирне хупласа тăраççĕ. Тĕп компонент — кератин.

Чăваш чĕлхинче пуç çинче ÿсекен çавнашкал чĕлкĕмсене çеç çӳç теççĕ. Ытти тĕлте ÿсекеннисене апла каламаççĕ. Çавăн пекех урăх чĕрчунсенни пирки те апла калани çук.[1]

Сĕтпе ÿсекеннисен, вăл шутра этемĕн, тĕкĕ çăра та вăрăм пулсан, ăна çăм теççĕ (çÿçсĕр, сухалсăр, мăйăхсăр, çилхесĕр, хӳрери хĕлĕхсĕр тата ытти хăшпĕр майлашăмсемсĕр пуçне).

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем

Категорисем