Тавăтри тăван ен тĕпчев музейĕ
Тавăтри тăван ен тĕпчекен музей — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи Тавăт ялĕнчи музей. Ятарлă çуртра вырнаçнă. Çирĕплетӳ хучĕн (свидетельство) нумĕрĕ 5430.
Кун-çулĕ
Уйрăмĕсем
- истори,
- этнографи,
- археологи,
- ӳсентăрансемпе чĕрчунсем.
Истори уйрăмĕнче Тавăт ялĕн историйĕпе туллин паллашма май пур.
Çавăн пекех шкул историйĕпе çыхăннă экспонатсем, сăнӳкерчĕксем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Пĕр кĕтесе Совет Çарĕн кун-çулне халалланă. Вăрçăра паттăррăн пуçĕсене хунă ентешсене тата ветерансене халалласа тунă стенда вырнаçтарнă, унăн айĕнче — вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ.
Этнографи уйрăмĕнче шурă пиртен çĕленĕ кĕпе-тумтир, савăт-сапа, ĕлĕххи ĕç хатĕрĕсем вырăн тупнă.
Археологи уйрăмĕнче авалхи чĕрчунсен шăммисем, унсăр пуçне чи хаклă экспонатсем: 1956 çулта Тавăт çывăхĕнче археологи ĕçĕсенче кивĕ масара алтса кăларнă савăт-сапа т.ыт. те.
Ӳсентăрансемпе чĕрчунсем пирĕн тăрăхри пулăсем, кайăксемпе, ӳсентăрансем çинчен пĕлӳлĕхе хăпартма ансат.
Хуçалăхра усă куракан япаласем уйрăм вырăн йышăнаççĕ.
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- Тихонов Семён Тихонович,"Тăван Енĕм-Тавăт Ен", Шупашкар-Элĕк-Тавăт,2006.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.