Такао Дои
Така́о До́и |土井 隆雄||ромадзи Doi Takao; (1954 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ) — япун астронавчӗ, аэрокосмос машиностроенийĕ енӗпе ӑслӑлăх тухтӑрӗ, американ «Колумбия» тата «Индевор» космос челнокĕсемпе икӗ вӗҫев пурнӑҫланă астрономи тухтӑрӗ (1997, 2008). Уҫӑ космоса тухнӑ пӗрремӗш японец (1997).
Кун-çулĕ
1954 ҫулхи авӑн уйăхĕн 18-мӗшӗнче Токио хулинче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Токи университетӗнче пӗлӗвне малалла тӑснӑ, 1978 ҫулта бакалавр, 1980 çулта машиностроени енӗпе ӑслӑлӑх магистрӗ пулса тӑнӑ. 1983 ҫулта Такао Дои ҫав университетрах аэрокосмос машиностроенийĕ енӗпе тухтăр диссертацине хӳтӗленӗ.
1983 ҫултанпа Т. Дои Японири космоспа аэронавтика ӑслӑлăхпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. 1985 ҫулта космоспа усӑ куракан Наци агентствине (NASDA) куҫнӑ.
Космос хатӗрленӗвӗ
1985 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Такао Дои виҫӗ япун кандидачӗ хушшинче астронавтсен пӗрремӗш наборне суйланса юлать. Spacelab J ятлă яппун ӑслӑлӑх программипе вӗҫме хатӗрленнӗ чатл экипажне усӑллӑ нагрузкӑпа тӗп специалистăн дублёрĕ пулма назначени илет. Карап стартне 1988 ҫулта тума планланӑ, анчах та «Челленджер» катастрофине пула ӑна темиҫе ҫуллӑха куҫарнӑ.
1987—1988 ҫулсенче Т. Дои Колорада университетӗнче йывӑрӑшсӑрлӑх условийӗсенчи гидродинамикӑна тӗпчекен лабораторире ӗҫленӗ.
1990 ҫулхи ака уйӑхӗнче каллех ҫав программӑпах вӗҫме хатӗрленме пуҫланӑ. STS-47 вӗҫевӗ 1992 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Т. Дои хӑйӗн Мамору Мори ентешне дубляциленĕ.
1995 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа çулталăк тăршшĕпе Л. Джонсон ячĕллӗ Космос центрӗнче пĕлĕвĕсемпе хăнăхăвĕсене çĕнетнĕ. Хатӗрленӳ вӗҫленсен ăна вӗҫев специалисчӗн квалификацине панӑ, транспорт системисен тата астронавтсен пайӗн управленийӗн уйрӑмне уйӑрса лартнӑ.
1996 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче STS-87 миссин экипажне вӗҫев специалисчӗ пулма уйăрнă.
Космоса вĕçнисем
«Колумби» (STS-87) ҫинче пӗрремӗш хут вӗҫни
Хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевне 43 ҫулхи Такао Дои 1997-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 5-мĕшĕччен «Колумбия» (STS-87) космос карапӗ ҫинче вӗҫев специалисчӗ пулса ирттернĕ. Чатл экипажӗ физика енӗпе ӑслӑлӑх эксперименчӗсен пысӑк ярӑмне пурнӑҫланӑ. Экипаж шутне Украина космонавчӗ те кӗнӗ. Такао Дои Уинстон Скоттпа пӗрле уҫӑ космоса икӗ хутчен тухнӑ. Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче 7 сехет те 43 минута тăсăлнă пĕрремĕш туху вăхăтĕнче астронавтсем ӗҫлемен спутника — Spartan 201 платформине — алӑпа çавăрса илнӗ, çавăн пекех OTD сменнăй блоклă тиев кранне тата МКС хатӗрӗсене тӗрӗсленӗ. Раштав уйăхĕн 3-мӗшӗнче 4 сехет те 59 минута тăсăлнă иккӗмӗш хут тухнӑ чухне астронавтсем кранпа хатӗрсен тӗрӗслевӗсене малалла тӑснӑ, çавăн пекех Sprint дистанциллӗ управлениллĕ спутника хута ярса каялла тавӑрнӑ. Ку вӑл Япони гражданинӗ уҫӑ космос уҫлӑхне пӗрремӗш хут тухни пулнӑ. «Колумбин» вӗҫев тӑсӑлӑвӗ 15 талӑк та 16 сехет те 35 минут та 1 çеккунтпа танлашнă.
Вӗҫевсем хушшинчи ӗҫ-хӗл
Такао Дои хӑйӗн пӗрремӗш вӗҫевӗ хыҫҫӑн НАСА астронавчӗсен пайӗн Пӗтӗм Тӗнчери космос станцийӗн уйрӑмне назначени илет. 2002-мĕш ҫулхи ҫурлапа авӑн уйӑхӗсенче МКС-а вӗҫме хатӗрленнӗ май Европӑри астронавтсен центрӗнче (Кёльн) тренировкӑсен ярӑмӗ иртнӗ.
2004-мĕш ҫулта Т. Дои Райс Университетӗнче астрономи енӗпе тухтӑр степенне илет.
2006-мĕш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче STS-123 миссин экипажĕ шутне кӗртеççĕ.
«Индевор»(STS-123) ҫинче иккӗмӗш хут вӗҫни
2008-мĕш ҫулхи пуш уйăхĕн 11—27-мӗшӗсенче 53 çулхи Такао Дои вӗҫев специалисчӗ пулса «Индевор» (STS-123) чатл çинче иккӗмӗш вӗҫевне ирттерет. Тӗнчери экипажӑн тӗп тӗллевӗ «Кибо» яппун орбита модулӗн пӗрремӗш секцине МКС-а ҫитересси пулнӑ. Пуш уйăхĕн 18-мӗшӗнче Такао Дои станци ҫинче йывӑрӑшсӑрлӑхра бумеранг[1] пӑрахса хӑйне евӗрлӗ эксперимент ирттернӗ. Вӗҫев 15 талӑк та 18 сехет те 10 минут та 52 çеккунт тӑсӑлнă. Ку чатлӑн чи вӑрӑм вӗҫевӗсенчен пӗри пулнӑ.
Такао Дои икӗ космос вӗҫевӗн пĕтĕмĕшле тӑсӑлӑвӗ 31 талӑк та 10 сехет те 45 минут та 53 çеккунт шутланать.
Статистика[2]
| # | Старт карапĕ | Старт | Экспедици | Анса лармалли карап | Анса ларни | Вĕçев вăхăчĕ | Уҫӑ космоса тухни | Уҫӑ космосри вӑхӑт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Колумби STS-87 | 19.11.1997, 19:45 UTC | STS-72 | Колумби STS-87 | 05.12.1997, 12:20 UTC | 15 талăк та 16 сехет те 34 минут | 2 | 12 сехет те 42 минут |
| 2 | Индевор STS-123 | 11.03.2008, 06:28 UTC | STS-123 | Индевор STS-123 | 25.03.2008, 00:39 UTC | 15 талăк та 18 сехет те 10 минут | 0 | 0 |
| 31 талăк та 10 сехет те 45 минут | 2 | 12 сехет те 42 минут | ||||||
Стартсем хыҫҫӑн
2009 ҫулта Т. Дои НАСА-ран JAXA яппунсен аэрокосмос агентствине таврӑннӑ, анчах та икӗ уйӑх ҫурӑран, 2009 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Венӑри ООН аппаратне ӗҫе кĕнĕрен астронавтсен отрядӗнчен тухса кайнӑ.
2016 ҫултанпа вăл Киот университечӗн[3] профессорӗ.
2025 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа — Рюкоку Университечӗн йыхравланӑ (клиентла) профессорӗ, унта вӑл йывӑҫран тунӑ спутниксен облаҫӗнчи тӗпчевсене малалла тӑсать[4].
Харпӑр пурнӑҫ
Наградӑсем
Орден «Тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» III ст. (Украина, 1998 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ) — космонавтика аталанӑвне пысӑк витĕм кӳнӗшӗн, космос тӗпчев ӗҫӗсен облаҫӗнче тӗнчери килӗшӳлӗхе ҫирӗплетнӗшӗн[7].
Ăнлантарусем
- ^ Такао Дои провёл эксперимент «по бросанию бумеранга в невесомости». Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Statistics - Doi Takao (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Takao Doi (Ph.D.) (англ.). JAXA Astronauts - International Space Station. JAXA. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 4-мӗшӗ.
- ^ 宇宙飛行士の土井隆雄氏が龍谷大学客員教授に就任 木造人工衛星の開発に関する研究を継続 (яп.). Ryukoku University (7 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ IAUC 7995 (англ.) (17 юпан 2002). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
- ^ Supernova 2007aa in NGC 4030 (англ.). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента України № 659/98 від 19 червня 1998 року «Про нагородження відзнаками Президента України членів екіпажу космічного корабля „Коламбія“ (США)»(укр.)
Каҫӑсем
- Такао Дои НАСА сайтĕнче(акăлч.)
- Такао Дои Spacefacts.de-ре(акăлч.)