Ҫӗртме, 20
Уявсем
— Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунӗ (2001)
Азербайджан — Газ хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунӗ (2006)
Аргентина — Наци ялавӗн кунӗ (2009)
Пулӑмсем
- 451 — Каталаун уйăсенчи çапăçу: Атăл ертсе пынă хунсем Европăн анăçнелле кайма чарăннă
- 1685 — Монмут херцăк (капăрл.) Англие анать те хăйне патша тесе пĕлтерет
- 1704 — Нарва килĕшĕвĕпе Речь Посполитая Çурçĕр вăрçине Раççей майлă пулса кĕрет
- 1791 — Людовик XVI тата Мария-Антуанетта Парисран Вареннăна ăнăçсăр тарни
- 1837 — Вильгельм IV вилнӗ, Виктория Аслӑ Британи патши пулса тӑнӑ.
- 1880 — Фёдор Достоевский Пушкин пирки 45-минутлă чаплă калаçать
- 1917 — Чĕмпĕрте тĕнчери мĕнпур чăвашăн пĕрремĕш съезчĕ пуçланать (çĕртмен 28-мĕшĕччен пырать).
- 1933 — Сталин ячӗллӗ Беломорпа Балти каналне хута янӑ.
- 1949 — Рим паппи Чехословакинчи коммунист ертӳçисене анафемӑланӑ.
- 1990 — ФРГ парламенчĕ тĕп хулана Боннран Берлина куçарма йышăнать.
Ҫуралнӑ
- 1927 — Котёночкин Вячеслав Михайлович, вырăс режиссёр, ӳнерçĕ, аниматор.
- 1967 — Анжела Мелилло, Итали моделӗ, телеертӳҫи тата актриси.
- 1973 — Аниканова Мария Викторовна, Раҫҫейри театрпа кино актриси.
- 1986 — Сыркина Полина Вадимовна, Беларуҫпа Раҫҫейӗн театрпа кино актриси.
- 1989 — Наргиз Умудова, азербайджан шахматҫи, хӗрарӑмсем хушшинчи гроссмейстер.
Вилнĕ
- 1918 — Фролов Андрей Игнатьевич, Вăтам Азире Совет влаçĕшĕн кĕрешекенĕ.