Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунӗ (ПНО-н официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Refugee Day, исп. Día Mundial de los Refugiados, китай 世界难民日, выр. Всемирный день беженцев, фр. la Journée mondiale des réfugiés) — ПНО Тӗп Ассамблейи йышӑннӑ тӗнче шайӗнче палӑртмалли кун. 2001 ҫултанпа ҫулсеренех ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Историйӗ
2000 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи 55-мӗш сессинче № 55/76 Резолюци йышӑнса «Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунне» йӗркеленӗ[1].
Ҫак куна паллӑ тума ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшне палӑртнӑ. Маларах, 1969 ҫултан пуҫласа, ҫак кун «Пӗтӗм тӗнчери Африкӑри беженецсен кунне» паллӑ тунӑ. Африка патшалӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулнине кӑтартас тӗллевпе, Африка пӗрлӗхӗн организацийӗпе килӗшсе татӑлса, икӗ паллӑ куна — «Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунне» тата Африкӑри беженецсен кунне — пӗр вӑхӑтра паллӑ тума йышӑннӑ[1].
Ку куна йӗркеленин тӗп тӗллевӗ — вӑрҫӑ хирӗҫӗвӗсене е хӗсӗрленине пула хӑйсен тӑван ҫӗршыва ирӗксӗр пӑрахса кайнӑ ҫынсене, вӗсен вӑйне тата хастарлӑхне хисеплени. Ҫак кун ҫавӑн пекех нушаланнӑ ҫынсене хӗрхенсе тата ӑнланса пӑхмалли, вӗсен ҫирӗп кӑмӑлне йышӑнмалли сӑлтав пулса тӑрать[2].
2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунне» пӗрремӗш хут паллӑ тунӑ.
Беженецсене глобаллӑ пӗрлӗх тата хӑйсен пурнӑҫне хисеплӗн ҫӗнӗрен йӗркелеме майсем кирлӗ.— Гутерриш Антониу (ПНО Тӗп секретарӗ)[3].
Ҫыхӑннӑ ӗҫсем
1951 ҫулта ПНО «Беженецсен статусӗ пирки конвенци» йышӑннӑ. Унта «беженец» тени мӗне пӗлтернине палӑртнӑ, вӗсен прависемпе ирӗкӗсене тата патшалӑхсен вӗсем тӗлӗшпе пурнӑҫламалли тивӗҫӗсене кӑтартса панӑ. 2001 ҫулта Конвенцие йышӑннӑранпа 50 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ, «Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунӗ» ҫак юбилейпа та ҫыхӑннӑ. 2022 ҫул тӗлне Конвенцие 146 патшалӑх алӑ пуснӑ[4].
Патшалӑхсем беженецсене хӑйсен расине, тӗнне, гражданлӑхне, пӗр-пӗр социаллӑ ушкӑна кӗнине е политикӑри шухӑш-кӑмӑлне пула пурнӑҫне е ирӗкне хӑрушлӑх килсе тӑракан патшалӑх чиккине тавӑрмаҫҫӗ е кӑларса ямаҫҫӗ.— Беженецсен статусӗ пирки конвенци[5].
Темисем
Ҫулсеренех ҫак кун ирттерекен мероприятисен теминче палӑртаҫҫӗ:
- 2001 — «Хисеп»[6];
- 2002 — «Хӗрарӑм беженецсем»[6];
- 2003 — «Ҫамрӑк беженецсем: пуласлӑха ҫирӗплетни»[6];
- 2004 — «Кил теме май пур вырӑн»[6];
- 2005 — «Паттарлӑх»[6];
- 2006 — «Шанчӑк ҫулӑмне упраса»[6];
- 2007 — «Ҫӗнӗ ҫурт, ҫӗнӗ пурнӑҫ»[6];
- 2008 — «Кашни ҫыннӑн урӑх ҫӗршывсенче хӗсӗрленинчен хӳтлӗх шырама тата ҫак хӳтлӗхпе усӑ курма ирӗк пур»[6];
- 2009 — «Ҫыннисем чӑн-чӑннисемех — нушисем те чӑн-чӑннисемех»[7];
- 2010 — «Ҫурт»[8];
- 2011 — «Хӑвӑра беженец вырӑнӗнче туйса илӗр, вӗсен лару-тӑрӑвне ӑнланмашкӑн пӗрремӗш утӑм тӑвӑр»[8];
- 2012 — «Таркайсем суйлаймаҫҫӗ. Эсӗ тӑвайӑн»[9];
- 2013 — «Тарма тивнӗ ҫемьене пулӑшма 1 минут тупӑр»;
- 2014 — «Вӑрҫа пула уйӑрӑлнӑ кил-йыш, — хӑрушӑ пулӑм»[10];
- 2015 — «Атьӑр-ха пӗрлешер те паттӑрлӑх кӑтартар»[10];
- 2016 — «Эпир таркайсемпе юнашар»[11];
- 2017 — «Пӗрлехи этемлӗхе чыс тӑвас тӗллевпе беженецсене чӗнсе калани»;
- 2018 — «Халӗ пире нихҫанхинчен те ытларах беженецсем майлӑ пулмалла»[12];
- 2019 — «Беженецсемпе пӗрле утӑмла»[13];
- 2020 — «Кашни ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пур»[14];
- 2021 — «Эпир пӗрле пӗр-пӗрне пулӑшатпӑр, вӗренетпӗр, хавасланатпӑр»[15];
- 2022 — «Кашни ҫыннӑн хӑрушсӑрлӑхра пулма ирӗк пур»[16];
- 2023 — «Килтен аякра та шанчӑк пур»[17];
- 2024 — «Беженецсене йышӑнакан тӗнчешӗн»[3].
Курд беженцӗсем Иранра - 2025 — «Беженецсемпе пӗр шухӑшлӑ пулни»[18];
- 2026 — «Кашни ҫын хӑрушсӑрлӑхра пуличчен»[19].
Чӗнсе каланисем
ПНО Тӗп секретарӗ ҫак кун ячӗпе ҫынсем патне чӗнсе каланисем кӑларать.
Ку йывӑрлӑха пайласси ҫинчен калаҫни мар. Ку глобаллӑ тивӗҫе пайласси пирки калаҫни, ку этем йӑхне пӗрле кӗнине кӑна мар, тӗнчери право тивӗҫӗсене те шута илет. Йывӑрлӑхсен никӗсӗнче тухса тарма тивнӗ ҫынсем мар, вӑрҫӑсемпе курӑйманлӑх тӑраҫҫӗ; беженецсем терроризма пула чи малтан шар куракансем пулса тӑраҫҫӗ.— Гутерриш Антониу (ПНО Тӗп секретарӗн чӗнсе каланинчен), 2017 ҫул[20].
Эмблеми
Кун эмблеми — кӑвак е шурӑ фон ҫинчи икӗ олива турачӗ тата пӗччен тӑракан ҫынна хӳтӗлекен икӗ алӑ тупанӗ[10].
Мероприятисем
2016 ҫулта ПНО Беженецсен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Аслӑ комиссар управленийӗ (УВКБ) #WithRefugees инициатива шайӗнче петици(выр.)чăв. йӗркеленӗ. Унта патшалӑх правительствисене беженецсен шӑпишӗн яваплӑха туйма чӗнсе каланӑ. Петицире беженецсен ачисене вӗренме май туса памалли, ҫемьесене хӑрушсӑр пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтермелли, ӗҫ вырӑнӗсемпе тата ҫӗнӗ пӗлӳ илме май туса памалли пирки каланӑ[21][22].
2020 ҫулта Нельсон Манделӑна асра тытса «Тӗрӗсмарлӑх пандемийӗпе кӗрешни: ҫӗнӗ тапхӑр валли ҫӗнӗ общество килӗшӗвӗ» лекци иртнӗ[23].
«Пӗтӗм тӗнчери беженецсен кунӗнче» УВКБ беженецсен прависене хӳтӗлес ӗҫре палӑрнӑ лауреатсене(выр.)чăв. ҫулсеренех Нансен премине парать[10].
Раҫҫейре
1993 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче № 4528-I «Беженецсем пирки» Федераллӑ саккун тухнӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче хӳтлӗх шыракансен социаллӑ тата право гарантисене палӑртакан тӗп саккун пулса тӑрать[24].
Раҫҫейре беженецсен проблемисене татса парас ӗҫре УВКБпа тата Шалти миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетпа пӗрле тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Резолюция № 55/76 «Всемирный день беженцев» (англ.). docs.yandex.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 О Всемирном дне беженца — Министерство иностранных дел Российской Федерации. www.mid.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Непокорная: Действия за мир без вреда. doi.org (24 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день беженцев (2022-06-20). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день беженцев (2022-06-20). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Андрей Селиванов. Всемирный день беженцев — 2008 в Беларуси (выр.) (PDF). elib.bsu.by (2008). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Генеральный секретарь ООН Пан Ги Мун (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Генеральный секретарь ООН Пан Ги Мун (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Генеральный секретарь ООН Пан Ги Мун (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Всемирный день беженцев 20 июня. Досье — ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Генеральный секретарь ООН Пан Ги Мун (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ On Health Research into wellness for refugees (and the rest of us)(паллӑ мар). blogs.biomedcentral.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 20 июня – Всемирный день беженцев — Российский профессиональный союз моряков (выр.). www.sur.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Дебджани Чаттерджи. Всемирный день беженцев 2020: «Каждое действие имеет значение», «Все жизни важны» (англ.). www.ndtv.com (20 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Дебджани Чаттерджи. Всемирный день беженцев 2021: тема и значение в условиях COVID-19 (англ.). www.ndtv.com (17 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день беженцев: каждый имеет право на безопасность (2022-06-20). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ 20 июня — Всемирный день беженцев. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ World Refugee Day 2025 (англ.). United Nations in Libya (19 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ World Refugee Day 2026 (англ.). Jesuit Refugee Service USA (26 ҫӑвӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Послание по случаю Всемирного дня беженцев | Генеральный секретарь ООН (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день беженцев (выр.). irsepi.ru (4 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ #WithRefugees: Подпиши петицию! (выр.). refugee.ru (22 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Лекция в память о Нельсоне Манделе «Борьба с пандемией неравенства: новый общественный договор для новой эпохи» | Генеральный секретарь ООН (выр.). www.un.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Сегодня – Всемирный день беженцев (выр.). вд.рф (20 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
