Сыркина Полина Вадимовна

Сы́ркина Поли́на Вади́мовна (бел. Паліна Вадзімаўна Сыркіна; ҫур. 1986 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ, Минск) — Беларуҫпе тата Раҫҫейӗн театрпа кино актриси.

Пурнӑҫӗ

1986 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Беларуҫ ССР тӗп хулинче — Минскра, инженерсен ҫемьинче ҫуралнӑ. Пиччӗшӗ логистика сферинчи бизнеспа аппаланать[1].

Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Минскра иртнӗ. Физика-математика шкулӗнче вӗреннӗ. Вунулттӑран пуҫласа хулари 136-мӗш театр шкулне (ертӳҫи — Валентина Норисовна Мороз) ҫӳренӗ.

2008 ҫулта Беларуҫ патшалӑх ӳнер академийӗн театр факультетӗнчен (Владимир Андреевич Мищанчук курсӗ) вӗренсе тухнӑ.

Кинори дебючӗ аслӑ шкулта вӗреннӗ чухнех пулнӑ: Дмитрий Орлов режиссёр ӳкернӗ «Дочь генерала» (2007) мелодрамӑра тӗп роле (Татьяна Лебедева) вылянӑ.

Минск театрӗсенче ӗҫленӗ: «Беларусьфильм» киностудин киноактер театр-студийӗнче, Беларуҫ ҫарӗн драма театрӗнче, Хальхи ӳнер театрӗнче.

2011 ҫулта Мускава куҫнӑ. Раҫҫей телесериалӗсенчи («Однолюбы», «Жемчуга», «Двойная жизнь») рольсене пула халӑх ӑна паллама пуҫланӑ.

2022 ҫулта Раҫҫейрен тухса кайнӑ. МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемйипе пӗрле Францире пурӑнать[2][3].

Харпӑр пурнӑҫӗ

2011 ҫул кӗркунне Константин Стрельников (1976 ҫур.) актёрпа мӑшӑрланнӑ, унпа «В полдень на пристани» сериал ӳкернӗ чухне паллашнӑ. Качча кайсан упӑшкин хушаматне илнӗ, титрсенче Полина Стрельникова пек палӑртнӑ. 2014 ҫул пуҫламӑшӗнче мӑшӑр уйрӑлнӑ, туслӑ хутшӑнусене сыхласа хӑварнӑ; актриса хӗр чухнехи хушаматне тавӑрнӑ[4].

Иккӗмӗш упӑшки — Иван Тутунов, «Доктор Клоун» ыркӑмӑллӑх фондӗнчи финанс директорӗ. Вӗсем 2016 ҫулта, Полина пульницӑри клоунада вӗреннӗ чухне паллашнӑ[5]. Туйӗ 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Минскра иртнӗ. 2018 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче мӑшӑр Биарриц хулинчи (Франци) православи храмӗнче венчете тӑнӑ. Таинствӑна кӗрӳшӗн пиччӗшӗ, ВПЧ архиерейӗ Савва (Тутунов) пурнӑҫланӑ[6].

Ачисем:

  • Хӗрӗ Нелли (8.3.2018 ҫур.).
  • Ывӑлӗ Пётр (18.7.2019 ҫур.)[7].
  • Хӗрӗ Тая (25.3.2023 ҫур.)[8].

Полина вегетарианка шутланать, фитнеспа аппаланать[1].

Пултарулӑхӗ

Театрти рольсем

«Беларусьфильм» киностудин киноактер театр-студийӗ (Минск)
  • «Очень простая история» (М. Ладо) — Даша
  • «...Забыть Герострата!» (Г. И. Горин) — Клементина
Беларуҫ ҫарӗн драма театрӗ (Минск)
  • «Не покидай меня...» (А. А. Дударев) — Зина Батян
  • «Рядовые» (А. А. Дударев)[9]
Хальхи ӳнер театрӗ (Минск)
  • «Родня» (А. В. Вампилов) — Нина
  • «Минск, я люблю тебя!» (Д. В. Балыко) — Юля, ҫураҫнӑ хӗр, Надя, Лена

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
2007 с Дочь генерала Татьяна Павловна Лебедева, КГБ генералӗн хӗрӗ
2008 с Вызов 3 (фильм № 9 «Семь сыновей Нга») Ирина
2008 ф Стиляги стиляга-хӗр
2009 с Дастиш фантастиш Люська
2009 с Детективное агентство «Иван да Марья» Света
2009 с Захватчики Анна, Адрианов арӑмӗ
2009 с Кадет Анна
2010 с Без права на ошибку Женя Строганова (Стефа)
2010 с Женить миллионера! Юля
2010 с Журов 2 Маша, Дробышевсен килӗнчи тарҫӑ
2010 с Ищу тебя Люба, кӳршӗ
2010 с Масакра Верка
2010 с Трамвай в Париж Полина, Лера хӗрӗ
2011 с В полдень на пристани Даша
2011 с Навигатор Соня Толмачёва
2011 с Расплата за любовь Маша Агапова
2011 с Слепое счастье Маргарита Жукова
2012 с Однолюбы Мария Яхонтова
2013 с Земский доктор. Возвращение Лидия, медсестра
2013 с Любовь на миллион Марина Белкина
2013 с Мама-детектив Яна Заборская
2013 с Папа напрокат Светлана
2013 с Чего хотят мужчины Ася
2013 с Чужое лицо Мария-Вера
2014 с Взгляд из вечности Любовь Головина
2014 с Врачиха Екатерина Захарова
2014 с Женщины на грани Жанна Ноткина
2014 с Любимые женщины Казановы Надежда
2014 с Хроника гнусных времён Анастасия Сотникова
2015 с Бариста Валерия (Лера)
2016 с Господа-товарищи Юлия Панкратова
2016 с Двойная жизнь Наталья Пахомова, ТК следователӗ
2017 с Жемчуга Евгения Ладонежская
2018 с Декабристка Екатерина Дадашкина
2019 с А. Л. Ж. И. Р. Люся Миронова
2020 с Сто лет пути Варвара Звонкова
2020 с Психология преступления. Эра Стрельца Александра Заневская, следователь
2020 с Психология преступления. Смерть по сценарию Александра Заневская
2021 с Психология преступления. Дуэль Александра Заневская
2021 с Психология преступления. Жажда счастья Александра Заневская
2021 с Психология преступления. Перелётная птица Александра Заневская
2021 с Зацепка Вера Михайловна Протасова, юстици майорӗ

Наградӑсем

  • 2009 — пӗтӗм тӗнчери киноактерсен «Созвездие» фестивальте обществӑлла жюри панӑ «Чи лайӑх дебют» дипломӗ — «Кадет» фильмри Анна ролӗшӗн.
  • 2009 — пӗтӗм тӗнчери «Золотой Витязь» кинофестивальте «Кинори ялтӑртатакан дебют» диплом — «Кадет» фильмри Анна ролӗшӗн.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Инесса Травникова. Полина Стрельникова: «Красота в доброте» (выр.). Красота и здоровье (5 авӑнӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
  2. ^ Полина Сыркина: биография, личная жизнь, карьера, где сейчас, последние новости (выр.). 78.ru (20 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ «Живу во Франции»: куда пропала актриса Полина Сыркина (выр.). News.ru (4 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ Полина Сыркина: «На первом плане для меня семья» (выр.). Газета «Я» (2 утӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Мария Свешникова. Иван Тутунов: осознанный выбор стать доктором-клоуном (выр.). vesti.ru (25 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  6. ^ Полина Сыркина на днях обвенчалась с мужем во Франции (выр.). z-aya.ru (16 ҫурлан 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
  7. ^ Полина Сыркина стала мамой во второй раз (выр.). СтарХит (6 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
  8. ^ Белорусская и российская актриса Полина Сыркина рассказала, как назвала третьего ребенка (выр.). Комсомольская правда (Беларусь) (25 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  9. ^ Валентина Жданович. Не уходят в запас «Рядовые» (выр.). СБ. Беларусь сегодня (14 кӑрлачӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ.