Тапăр тӳпене хăпарать

«Тапăр тӳпене хăпарать» (выр. Табор уходит в небо) — Максим Горький паллă совет прозăçин малтанхи калавĕсен («Макар Чудра» тата «Старуха Изергиль») мотивĕсем тăрăх Эмиль Лотяну молдаван кинорежиссёрĕ ӳнерленĕ совет сарлака форматлă илемлĕ фильм.

Сюжет

Фильм сюжетне Максим Горький хайланă «Макар Чудра» калавĕн фабулине хунă. Лаша вăрлакан Лойко Зобара тата Рада чикан хĕрĕ, пĕрне-пĕри савнă пулин те, нихăшĕ те пăхăнасшăн пулманнине пула пурнăçĕсене çамрăклах татнине кăтартса панă.

Ĕçсем XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, Тиса юханшывĕ çинче, чикан тапăрĕнче пулса иртеççĕ.

Рольсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем