Тарас Шевченко палăкĕ (Мускав)
Мускаври Тарас Шевченко палăкĕ — украин çыравçин Раççейри палăкĕсенчен пĕрри. Палăк авторĕсем: Ю. Л. Синькевич, А. С. Фуженко тата М. Я. Грицюк кӳлепĕçсем. Монумента мăнаçлăн 1964 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче уçнă. Реставрацилнĕ хыççăн[1] 2014 çулхи пушăн 7-мĕшĕнче малтанхи вырăнах лартнă[2].
Пĕрлехи хыпар
Палăка хула варринче, Мускав юханшывăн хĕрринче, «Украина» хăна çурчĕ çумĕнче (Кутузов проспекчĕ, 2/1) вырнаçтарнă. Палăкăн авторĕсем: Михаил Грицюк, Юлий Синькевич тата Анатолий Фуженко кӳлепĕçсем. Монумента мăнаçлăн 1964 çулхи çĕртмен 10-мĕшĕнче Никита Хрущёв хистенипе уçнă. Палăка 1995 çулта Мускав хулин Палăксене сыхлав тĕп тытăмлăхĕ реставрацилеме йышăннă: палăк çине çырнине 1995 çулта реставрацилемелле тата 1999 çулта пĕтĕмĕшле реставрацилемелле[3].
Ӑнлантарусем
- ^ В Москве демонтировали памятник Тарасу Шевченко
- ^ Памятник Тарасу Шевченко открыт в Москве после реставрации (выр.). ИТАР-ТАСС (7 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Реставрация, профилактика памятника Т. Г. Шевченко( ӗҫлемен каҫӑ) (выр.)