Телеметри
Телеметри (грек tele = айакри, metron = виçмелле) — айăкри объектсен параметăрĕсене виçсе пур хыпара усă курма май паракан технологисен пуххи. Çак пур хаклав хыпарĕ оператор умне, кайран усă куракан патне те çитет.
Пĕтĕмлĕ хыпар
Виçев хыпарне ятарлă çыхăну модулĕллĕ телеметри хатĕрĕсем (телеметри системинче ĕçлекен датчиксем) пуçтараççĕ. Тепĕр чух объект çине (патне) ахаль датчиксем лартаççĕ, çыхăну хатĕрĕпе пур хыпара пĕр çĕре пухаççĕ.
Телеметри йĕркисем хуçалăхăн çак уйрăмĕсенче ĕçлеççĕ:
- ял хуçалăх
- шыв тăкаклани тата шыва пайлани
- медицина
- хӳтĕлевпе космослăх
- GPS мониторингĕ
- IP мониторинг
- энергетикă
- хăрушсăрлăх йĕрки (сигнализаци, видеосăнав)
Усăллăх
Пысăк уйра телеметри станцийĕ сывлăшпа тăпра температурине, çĕр нӳрĕкне, çумăр/юр ӳкнине, шыв çитнине/çитменнине палăртать. Çак пур хыпара кашни станцирен пăралуксăр (радио, GSM/GPRS, WLAN) е пăралуклă (телефон, ISDN, xDSL, компьютер) эреш (электрикăллă е оптикăллă) хутлăхĕпе пĕр вырăна пуçтараççĕ. Телеметри станцине хăват пама хӗвел батарейи кирлĕ — ахаль аккумуляторсен управ янтти вăрăм вăхăта çителĕксĕр.
Автоматикăллă телеметри станцийĕ çынсăрах ĕçлет.
Хуçалăх
Телеметри çав тери кирлĕ хушма ăслăлăх пулать: унăн тишкерлĕхĕпе хальхи ракетăсен вĕçевне тĕрĕслесе ертсе пыраççĕ, сывлăхшăн хăрушă ĕçлĕ хими завочĕсенче тĕрлĕ параметăра виçсе сăнаса тăма питĕ ансат.
Медицина
Чирлĕ çын сывлăхне телеметри меслечĕпе сăнама питĕ вырăнлă. Биотелеметрипе чĕрене тĕпчеççĕ.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |