Тинӗс пехотин кунӗ

Тинӗс пехотин кунӗРаҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Тинӗс пехотин ҫарӗнче хӗсметре тӑракансен (тӑнисен) тата Раҫҫей Федерацийӗн ҫар ҫыннисен, ҫара кайма тивӗҫлисен тата гражданла персоналӑн професси уявӗ.

2024 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ хушу кӑларса Тинӗс пехотин кунне Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче чӳкӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тунине ҫирӗплетнӗ. Унччен ку уява Раҫҫей ТҪФ Тӗп ҫарпуҫӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн уявланӑ.[1].

Историйӗ тата уявлани

Раҫҫей тинӗс пехотин историйӗ XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пуҫланать пулин те, унӑн кун-ҫулӗ виҫӗ ӗмӗр ытла тӑсӑлсан та, «Раҫҫей Федерациийӗн тинӗс пехотин кунӗ» ҫамрӑк уяв шутланать. Пӗрремӗш Пётр патша Раҫҫейре пӗрремӗш «тинӗс салтакӗсен полкне» туса хурасси ҫинчен Хушу кӑларнӑ. Ку ӗҫ 1705 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ[2].

Шӑп та лӑп Вырӑс патшалӑхӗн патши ҫак Хушӑва кӑларнӑ кун, «Раҫҫей тинӗс пехотин кунне» палӑртма сӗннӗ те. Ҫакна Раҫҫей Федерацийӗн Тинӗс Ҫар Флочӗн Тӗп ҫарпуҫӗ Феликс Николаевич Громов флот адмиралӗ 1996 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнчи 253 №-лӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ[3].

undefined

Кӑсӑклӑ фактсем

  • Хура беретсемпе нашивкӑсем ҫине ыттисенчен уйӑрса илмешкӗн карап якӑрне ӳкернӗ, вӑл Раҫҫей тинӗс пехотин символӗ шутланать.
  • Морпехсен подразделенине кура тӗрлӗ талисмансем пур: хура пантера, грифон, шурӑ упа тата дельфин[4].
  • Раҫҫейре «Тинӗс пехоти» тесе ҫырнӑ пӗр тенкӗ номинал хаклӑ укҫа кӑларнӑ. Пӗрисем ҫинче тинӗс пехотин салтакӗсене ӳкернӗ, теприсем ҫинче — I Петӗр патшана. Унта 7,78 грамм кӗмӗл[5][6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Календарь воина : Министерство обороны Российской Федерации
  2. ^ «Там, где мы, там - победа!» История морской пехоты в России. https://spb.aif.ru (27 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  3. ^ Морская пехота. https://structure.mil.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  4. ^ День морской пехоты России 2024: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
  5. ^ Морская пехота | Банк России. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
  6. ^ Морская пехота | Банк России. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.