РФ ТҪФ штурман кунӗ
Раҫҫей Федерацийӗн Тинӗс ҫар флочӗн штурман кунӗ — ӗҫӗ-хӗлӗ тӳрремӗн карапсен тата тинӗс ҫар флочӗн авиаци курсӗсене хатӗрлессипе, ҫула шутласа кӑларассипе тата навигаци хатӗрӗсем тӗрӗс ӗҫленине пӑхса тӑрассипе ҫыхӑннӑ Раҫҫей ҫар ҫыннисен — штурмансен — професси уявӗ. «Штурман кунне» Раҫҫейре ҫулсерен кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1].
Историйӗ тата уявлани
«Раҫҫей Федерациийӗн Тинӗс Ҫар Флочӗн штурман кунне» кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче уявлассине ӑнсӑртран суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫак кун 1701 ҫулта Раҫҫей империйӗн императорӗ Аслӑ Петӗр Хушу кӑларнӑ, унта, сӑмахран, ҫапла каланӑ пулнӑ: «Математикӑллӑ тата навигаци, тепӗр май каласан, тинӗспе ҫӳремелли кӑткӑс вӗренӳ пулмалла». Патша хушӑвне пурнӑҫлама «Математикӑпа навигаци ӑслӑлӑхӗсен шкулне» йӗркеленӗ, вӑл Мускав хулинче, Сухарев башнинче вырнаҫнӑ пулнӑ.
1996 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Тинӗс Ҫар Флочӗн Тӗп ҫарпуҫӗ Громов Феликс Николаевич флот адмиралӗ 253 №-лӗ «Специальноҫа кура ҫулталӑк уявӗсемпе професси кунӗсене йӗркелесси ҫинчен» приказ кӑларнӑ, унпа килӗшӳллӗн 1997 ҫултан пуҫласа «Раҫҫейӗн Тинӗс ҫар флочӗн штурман кунне» Петӗр патша хӑйӗн хушӑвне кӑлартнӑ кунхине (де-факто ҫапла май вӑл Раҫҫей империйӗн Тинӗс ҫар флочӗн штурмансен хӗсметне йӗркеленӗ) палӑртмалла пулнӑ. Унччен «Раҫҫей ТҪФ штурман кунне» ҫулталӑкра икӗ хутчен паллӑ тунӑ: пушӑн 21-мӗшӗнче тата авӑнӑн 23-мӗшӗнче (ҫуркунне тата кӗркунне ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтсенче) палӑртнӑ.
Хушма информаци
Ӑнлантарусем
- ^ НТА-Приволжье :: День штурмана ВМФ отмечается в России 25 января. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Штурман курс хатӗрлет // «Красная звезда», 2009, кӑрлач, 28. (выр.)