Тихонов Вячеслав Архипович

Тихонов Вячеслав Архипович (1940, ҫӗртме, 10, Турхан, Ҫӗмӗрле районӗ, Чăваш АССР) – генерал-майор, Чăваш Республикин хăрушсăрлăх министрĕ.

Биографи

1940 çулхи çĕртмен 10 мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче çитĕннĕ. Çак ялти çиччĕ çул вĕренмелли шкулта (1953), Çĕмĕрлери 1 № (1957), Свердловскри юридици институтĕнче (1966) пĕлӳ илнĕ.

Совет Çарĕнче 1959–61 çулсенче хĕсметре тăнă. Совет Союзĕн ПХХ, ШĔМ органĕсенче Çĕмĕрлере (1963–65), Свердловскра, Липецкре, Шупашкарта (1967–98) ĕçленĕ. Полковник (1991), генерал-майор (1993),Чăваш Республикин хăрушсăрлăх министрĕ (1981, чӳк,–1994).

Халĕ – Чăваш Республикинче РФ Президенчĕн реформисене майлă комитечĕн регион уйрăмĕн ертӳçи,

20202 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ.

Чыслани

  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (1984),
  • «Хисеп палли» орден (1990),
  • 8 медаль,
  • ССРП ПХК чыслă ĕçтешĕ (1984).

Вуламалли

  • В.А. Тихонов. . — Моя империя.

Ӑнлантарусем

Çав. пекех