Туйпахтуй

Туйпахтуй (выр. Алекса́ндровка) — Самар облаçĕн Пĕçен районĕнчи чăвашсем те пурăнакан ял, Туйпахтуй ял тăрăхĕн администраци центрĕ (2006-мĕш çулта асăннă администрацие пĕтернĕ, Екатериновка администрацийĕ пулса тăнă).

Чăвашсем пурăнакан пай — ялăн хĕвеланăç енче. Татах та хĕвеланăçнерех Верхнепечерское текен вырăс ялĕ. Ăна вырăнти чăвашсем Куттăр теççĕ.

Кунçулĕ

Ку тĕлти чăваш ялĕсем епле никĕсленни пирки çапла калани пур.

<Куçару: Крепостла çĕр ĕçтешĕсен пурнăçĕ тÿсейми пулса çитнĕ. Каланă тăрăх, Шукăль çĕр ĕçтешĕсем чăтаймасăр курайми дворянсемпе патша тиекĕсене хирĕç пăлханнă. II Кĕтерне пăлхавçăсене хирĕç салтаксем ярса хайхисене аран пусарнă. Дворянсемпе тиексем пăлхавçă-чăвашсене, пăлхава пусарнă хыççăн, Атăлăн сулахай çыранне, халĕ Иванкка, Улхаш, Туйпахтуй ятпа паллă ялсене, куçарнă. Çапла вара вĕсем кунта тĕпленнĕ. Сылтăм енче, Шукăль тăвĕсен кăнтăр тайлăмĕнче, виçĕ чăваш ялĕ çеç тăрса юлнă.>

Тепĕр çăлкуçран[3]:

Çак районти Экономи ялĕ XX ӗмӗрте Туйпахтуй ялĕнчен уйрăлса тухнă.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

  • Сухоруков Валерий Максимович — вырăнти администрацире пуçлăхра ĕçленĕ
  • Тимошкина Людмила Александровна — вырăнти администрацире бухгалтерта ĕçленĕ
  • Злобонова Раиса Андреевна — вырăнти администрацире ĕçленĕ
  • Таланова Людмила Николаевна — шкул директорĕ пулнă
  • Сироткин Дмитрий Фёдорович — 1950-мĕш çултанпа Иванкка-ра ĕçлесе пурăннă.

Вуламалли

  • Чернов В. Тăванлаха туй, Туйпахтуй! //Самар ен, 1996, август, 3, (9№).
  • Симаков, В. . — Самара: Издательство «НТЦ». — ISBN 978-5-98229-167-7.

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем