Турхан Энтри

Турхан Энтри, Васильев Андрей Васильевич, 1888, çурла, 8, Турханкас ялĕ, Теччӗ уесӗ, (халĕ Чăваш Енĕн Елчӗк районӗ) — 1972 çулхи ҫу, 25, Турхан ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш Ен) — чăваш прозăçи, сăвăçи, тăлмачĕ.

Хусанта пурнакан Евгений Андреевич Турханăн (1950 çур.), чăваш журналисчĕн тата çыравçин, ашшĕ.

Биографи

1888 çулхи çурла уйăхĕн 8 Тетюш уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Елчӗк районӗ) Турханкас (халĕ Турхан) ялĕнче çуралнă.

Хусанти вĕрентекенсен семинарине, кайран Мускаври пĕрремĕш ытти халăх чĕлхисен педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă. Вĕрентекен, иерей вырăнĕнче ĕçленĕ. Патăрьелти педагогика вĕрентĕшĕнче вĕрентнĕ. Сăвăсене çырма 1904 çулта пуçланă. Сăвăсем, статьясем, сăвăллă юмахсем çырнă. Ж.Б. Мольер, Л.Н. Толстой çырнисене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Çавăн пекех вырăс халăх тата революци сăввисене куçарнă.

1972 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патӑрьелĕнче вилнĕ.

undefined

Тăхăмĕсем пирки

— Турхан, Вероника Андреевна. Под крылом оборотня : повесть / Вероника Турхан. - Чебоксары : Новое Время, 2011. - 147 с. : портр. ; 20 см. - 200 экз.