Уганин Семён Артемьевич
Семен Артемьевич Уганин — Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине хутшăннă аслă сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Кун-çулĕ
1924-мĕш çулта Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш.
1932 çулта ашшĕне репрессиленĕ[1].
9 çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă. Колхозра ĕçленĕ.
Хĕрлĕ çара 1942 çулта кайнă. Аслă сержант çар хисепне тивĕçнĕ. 74-мĕш Хĕрлĕ ялавлă Кейӳ дивизийĕн 360 стрелок полкĕн 2-мĕш миномет ротин миномет расчётĕн командирĕ пулса çапăçнă.
Кейӳ патĕнчи çапăçусенче темиçе кун хушши Уганинăн расчётĕ, пехотинĕцсемпе пĕрле, темиçе кун хушшши тăшманăн тапăнăвĕсене сирсе тăнă. Соединенисене юханшыв урлă каçма май тунă. Молдавинче, тата чикĕ леш енчи çапăçусенче те Уганинăн салтакĕсем хăюллăн çапăçнă.
1947-мĕш çултан салтакран таврăннă. Тĕрлĕ хуласенче ĕçлесе пурăннă.
Чысĕсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (4254) — 1944 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче тивĕçнĕ.
Астăвăм
Вуламалли
- "Кто есть кто в Республике Татарстан", Герои Советского Союза – наши земляки (Сборник документальных очерков и зарисовок в трех книгах). – Казань: Татарское кн. изд-во, 1982-1985 гг.
- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988
Каçăсем
- Тутарстанăн паллă çыннисем: Уганин С.А.( ӗҫлемен каҫӑ)(выр.)
- "Заполярная правда" хаçатра Уганин пирки (выр.)
- "Сувар" хаçат çинче Уганин пирки 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Уганин Семён Артемьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
(выр.)
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |