Удмурт Республикин Патшалӑхлӑх кунӗ

Удмурт Республикин Патшалӑхлӑх кунӗ (удм. Удмуртилэн кунлык басьтон нуналэз) — Удмуртин наци уявӗ, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе пӗрле паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв республика тӑвас ӗҫре наципе патшалӑх, экономикӑпа культура утӑмӗсен вӑрах та йывӑр ҫулне пӗтӗмлетет тата унӑн хальхи территорийӗнче пурӑнакан мӗнпур халӑхсен пӗрлӗхӗ патне туртӑннине ҫирӗплетет.

Уяв кун-ҫулӗ

1920 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫ тӑвакан тӗп комитет (ВЦИК) тата Халӑх комиссарӗсен Канашӗ (Совнарком) Вотск автономи облаҫне туса хуни ҫинчен Декрета йышӑнса удмурт халӑхӗн патшалӑхлӑхне йӗркелеме тытӑннӑ[1][2].

Вотск автономи облаҫне пысӑках мар территорире йӗркеленӗ. Унта Сарапул, Воткинск, Елабуга хулисем, Бондюга тата Кизнер районӗсем кӗмен. Удмурти карап ҫӳремелли Чулман Атӑл юханшывӗпе унӑн пристанӗсемсӗр, йывӑҫ юхтарма юрӑхлӑ Вятка тата Кильмезь юханшывӗсемсӗр тӑрса юлнӑ. Хуҫалӑх ҫыхӑнӑвӗсем татӑлнӑ, ҫавна пула Воткинск заводне хупма тивнӗ. Компактлӑ пурӑнакан 100 пине яхӑн удмурт автономи тулашӗнче тӑрса юлнӑ. Автономин тӗп хулине Глазов хулине палӑртнӑ. Автономинчи чи йышлӑ халахлӑ Ижевск хулин ертӳлӗхӗ Глазова тӗп хула вырӑнне йышӑнма килӗшмен.

1921 ҫул хушшинче ҫӗнӗ патшалӑх органӗсен тытӑмне йӗркеленӗ — революци комитечӗсем влаҫа Советсен ӗҫтӑвкомӗсене панӑ. Ҫак ҫулах тӗп хулана Ижевск хулине куҫарасси пирки йышӑну тунӑ. Анчах патшалӑх строительствин ҫивӗч ыйтӑвӗсем вырӑнти бюджета йӗркелес ӗҫре облаҫӑн прависемпе хӑй тӗллӗнлӗхне хӗснӗрен пушшех ҫивӗчленнӗ. 1924 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа пӗрре кӑна мар Вотск автономи облаҫӗн ӗҫтӑвкомӗ автономи облаҫӗ вырӑнне Удмурти халӑхӗсен социализм республикине туса хурас пирки влаҫӑн тӗп органӗсем патне сӗнӳпе тухнӑ, анчах та Мускав ирӗк паман.

1928 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче автономи статусне ӳстерес вырӑнне ӑна Чулхула крайне кӗртнӗ, тӗрӗссипе, унӑн чӗртавар тупри пулса тӑнӑ. Вотск автономи облаҫӗ нарядсем тӑрӑх вӑрман хатӗрлеме ҫынсене, тӗпрен илсен хресченсене, ямалла пулнӑ, ҫав хушӑра хӑйӗн промышленноҫне, социаллӑ сфера отраслӗсене аталантарма май пулман.

1934 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Удмурт Автономи Совет Социализм Республикине туса хунӑ май, Удмутие Чулхула крайӗн опекинчен хӑтарнӑ, анчах та ӑна Киров крайне кӗртнӗ, унта ҫур ҫул пулнӑ. 1937 ҫулта Удмурт АССР пӗрремӗш Конституцине йышӑннӑ. Ун чухнех республика территорине Сарапул тата Воткинск хулисемпе районӗсене кӗртнӗ. 1939 ҫулта Камбар тата Кизнер районӗсене туса хунӑ.

1991 ҫулхи юпан 11-мӗшӗнче Удмурт АССР Аслӑ Канашӗн сессийӗ патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен йышӑннӑ Деклараципе килӗшӳллӗн Удмурт Автономи Совет Социализм Республики ята улӑштарса Удмурт Республики туса хунӑ.

1993 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче Удмурт Республикин патшалӑх гимнӗпе ялавӗ ҫинчен постановленисем йышӑннӑ[3]. 1994 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Удмурт Республикин Конституцине йышӑннӑ. 1996 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Мускавра «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Удмурт Республикисен патшалӑх влаҫӗн органӗсем хушшинчи полномочисене чикӗлемелли договор» алӑ пуснӑ, вӑл республикӑна патшалӑх тытӑмлӑхӗпе, бюджетпа, саккун кӑларассипе, суд ӗҫне йӗркелессипе, тулашри экономика ӗҫ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хӑй тӗллӗн татса пама ирӗк панӑ. 1995 ҫултанпа аслӑ представительлӗ, саккун кӑларакан тата тӗрӗслев органӗ Патшалӑх Канашӗ пулса тӑнӑ.

Патшалӑх влаҫӗн органӗсен тытӑмӗ пӗрмаях лайӑхланать. 2000 ҫулта республика парламент влаҫ йӗркинчен президент влаҫ йӗркине куҫнӑ. 2000 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче Удмурт Республикин пӗрремӗш Президенчӗн суйлавӗ иртнӗ[2].

Уяв

Уяв кунӗнче Удмурт Республикин пур районӗнче те халӑх пӗрлӗхне тӗпе хурса тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ тӑрӑх республикӑра пурӑнакан халӑхсен апат-ҫимӗҫне астивеҫҫӗ тата наци музыка коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ[4][5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 4 НОЯБРЯ - ДЕНЬ НАРОДНОГО ЕДИНСТВА. Информационно-аналитическоe управление Администрации города Ижевска. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 4 ноября Удмуртия отмечает 95-летие государственности. Редакция газеты «Удмуртская правда» (3 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  3. ^ https://zagskom.udmurt.ru/about/info/news/2772/
  4. ^ Программа праздничных мероприятий, посвященных Дню народного единства и Дню государственности Удмуртии. Информационно-аналитическоe управление Администрации города Ижевска (25 юпан 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
  5. ^ Как отпраздновали День народного единства в городах и районах Удмуртии. ИА «УДМУРТИЯ» (5 чӳкӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли