Улатимĕр тракчĕ
Кун-çулĕ
XVIII ӗмӗртенпе Улатимĕр тракчĕпе судпа айăпланă çынсене Ҫӗпӗре каторгăна, çуран утмалла ăсатнă. Алли-урине сăнчăрланă аресленĕ çынсене пысăках мар ушкăнпа çуран «этап тăрăх куçарнă». 15—25 çухрăм утсан, арестантсене канма, «этапа» чарăннă. Чылайрах канма ятарлă «этап» тата «çурма этап» карталлă тĕрмесем пулнă. Арестантсен партине конвой хуралĕ сыхланă. Аресленĕ çынсене çулăн айккипе, тракт çумĕпе лартнă йывăçсен хыçĕпе илсе пынă.
XIX ĕмĕртенпе Улатимĕр тракчĕ Раççейри влаçпа халăх хушшинчи уйрăллăхне кăтартакан паллă пулса тăнă. Çак сăнара Достоевский Ф. М. тата урах çыравçăсем тĕплĕн усă курнă.
1919 çулта Улатимĕр тракчĕн пайне, мускав Рогожа заставинчен пуçласа, Энтузиастсен шосси ят панă. «Энтузиастсем» ятпа куçараканĕ А. В. Луначарский çак трактпа Çĕпĕре куçарнă революционерсемпе политика енпе айăпланăскерсене палăртнă.
Халĕ çак маршрутпа федераци шайĕнчи М7 «Атăл» автоçула хывнă. Çула тӳрлетнĕ хăшпĕр çĕртре, асфальт витĕмĕн аяккинче, ватă чулланă çул курăнать.
Çавăн пекех пăхăр
Ӑнлантарусем
Вуламалли
Каçăсем
- Топонимика Балашихи — Большая Владимирская дорога( ӗҫлемен каҫӑ)
- Росавтодор — Владимирка 2010 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Дистанция (заставный дом шоссейного сбора) — Брокгауз-Ефрон 2012 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- 1852—открытие Орловско-Курского шоссе 2012 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.