Ҫӗрпӳ кӗперӗ

Ҫӗрпӳ кӗперӗ (выр. Цивильский мост) — Ҫӗрпӳ хулинчи Ҫавал юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер. Пролетари урамӗнче (маларах Улатимӗр тракчӗ пулнӑ), Тихвин мӑнастирӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Чӑваш Республикин территорийӗнчи пӗрремӗш тимӗр-бетон кӗпер.

Кунҫулӗ

1910 ҫулта земство укҫи-тенкипе кивӗ йывӑҫ кӗпер вырӑнне тимӗр-бетон кӗпер туса лартнӑ[1]. Проект ячӗ — Ҫавал юханшывӗ урлӑ № 15 тимӗр-бетон кӗпер. Ӗҫӗсене нимӗҫ кӑкӗнчен тухнӑ ӑстасем Атӑл инженерипе строительство кантурӗн хуҫи И. Г. Грингоф (Саратов) ертсе пынипе туса пынӑ[2].

Конструкци

Кӗпер виҫӗ пролетран тарать. Сыпӑсене пайланӑ схема — 5+17,5+20+17,5+5 м. Кӗперӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 65 м, сарлакӑшӗ — 5,7 м. Шыв ҫийӗн конструкцин ҫӳллӗшӗ — 9,6 м[3].

Литературӑра

Ҫӗрпӳ кӗперне епле тунине Алексей Воробьёв «Çӗрпӳ кӗперӗ» поэминче ҫырса кӑтартнӑ

Халĕ те çырни упраннă,
Чул çинче курнать аван:
Хусанти темле управа
Тутарттарнă сĕм авал.

Хальхи пĕлтерĕшĕ

Кӗпер хальхи вӑхӑтра хула тата район пӗлтерӗшлӗ шутланать. Ҫавал урлӑ 1963 ҫулта тепӗр кӗпер тунӑ, вӑл М-7 ҫул ҫинче вырнаҫнӑ, федераци шайӗнчи сооружени шутланать. Ку кӗпере 2018 ҫулта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн кӗпер тӑршшӗ 111 метр, сарлакӑшӗ — 24 метр[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Кочетков В. Д ., Николаев Г. А. Цивильск: Исторический очерк. — Чувашское книжное издательство, 1987. — С. 55. — 160 с.
  2. ^ Николаев В. П. Цивильский мост // Цивильский вестник. — 2013. — 15 пушӑн.
  3. ^ Сердцу милые места. Цивильский мост (выр.). Цивильский муниципальный округ Чувашской Республики (15 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  4. ^ Цивильский мост открылся после пяти лет реконструкции. Вспоминаем, как это было | Мой город.Онлайн – новости Чувашии и Чебоксар. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.