Улицкая Людмила Евгеньевна
Ӳкерчĕк:Lyudmila Ulitskaya asv2023-02.jpg
Улицкая Людмила Евгеньевна (2023)
Улицкая Людмила Евгеньевна, — вырăс çыравçи. 1943 çулхи нарăсăн 21 Пушкӑрт Республикинче Давлеканово хулара çуралнă. Упăшки — Андрей Красулин скульптор.
1991 çулта «Казус Кукоцкого» романĕшĕн Букер премине тивĕçлĕ пулнă.
1997 çултанпа Вырăс ПЕН-Центрĕн пайташĕ.
Пурнăçĕ
Пĕрремĕш ĕçĕсене 1980 çулсенче журналсенче пичетленĕ. Унăн кĕнекисене 17 чĕлхе çине куçарнă.
Людмила Улицкая Пушкăртостанра, эвакуацире, çуралнă. Вăрçă вĕçленсен Улицкисем Мускава таврăнаççĕ, унта Людмила шкулран вĕренсе тухать. Биолог-генетик ăстаçăлăхпа Мускав патшалăх университечĕнчен вĕренсе тухнă.
Людмила Евгеньевна икĕ çул СССР ĂА пĕрлĕ генетика институтĕнче ĕçлет, унтан ăна самиздата пичетлесе илнĕшĕн çитмĕлмĕш çулсенче ĕçрен кăларса яраççĕ. Çакăнтанпа Улицкая пĕртте патшалăх хĕсметĕнгче тăман: вăл Камера еврей мусăк театрĕн литература ертӳçи пулса ĕçлет, очерксем, ача-пăча пьесисем çырать, ача-пăча тата пукане театрĕ валли радио инсценировкă хатĕрлет, пьесăсене рецензилет тата монгол чĕлхинчен сăвăсене куçарать. Хăйĕн калавĕсене журналсенче пичетлеме Улицкая сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче тытăнать. «Сестрички Либерти» (1990, режиссерĕ — Владимир Грамматиков) тата «Женщина для всех» (1991, режиссерĕ — Анатолий Матешко) фильмсем валли сценари çырнă, «Новый мир» журналра «Сонечка» повеçĕ (1992) пичетленнĕ хыççăн паллăлăха тухать. 1994 çулта çак ĕç Францире çулти чи паха куçару кĕнеки пулса тăрать, авторĕ хисеплĕ франци Медичи парнине тивĕç пулать. Францирех Людмила Улицкин пĕрремĕш кĕнеки («Бедные родственники» пуххи, 1993) франци чĕлхипе пичетрен тухать.
Паллă ĕçĕсем
- «Казус Кукоцкого» (роман) (2001)
- «Искренне ваш Шурик» (роман) (2003)
- «Весёлые похороны» (повеç) (1997)
- «Сонечка» (повеç) (1995)
- «Бедные родственники» (калавсен пуххи)
- «Девочки» (калавсен пуххи)
- «Медея и её дети» (çемье хроники, 1996)
- «История про кота Игнасия, трубочиста Федю и одинокую Мышь» (юмах) (2004)
- «История о старике Кулебякине, плаксивой кобыле Миле и жеребёнке Равкине» (юмах, 2004)
- Сборник пьес «Русское варенье и другое» (2008)
- Роман «Даниэль Штайн, переводчик» (2006)
- Сборник рассказов «Люди нашего царя» (2005)
Улицкая сценарипе ӳнерленĕ фильмсем
Чысĕсем, парнисем
- Букер парни (2001)
- Мăн кĕнеке парне (2007) — «Даниэль Штайн, роман, куçаруçă»
- Литература Гринцане Кавур парни (2008, Итали) — «Искренне Ваш, Шурик» романшăн
Вуламалли
Каçăсем
- Страница Людмилы Улицкой на сайте ее литературного агентства ELKOST
- Людмила Улицкая в программе «Без антракта» 2009 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Улицкая Людмила Евгеньевна «Альдебаран» вулавăшĕнче
- Творчество Людмилы Улицкой на сайте The Electronic Literary 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Статья «Даниэль Штайн, переводчик» и его прототип. 2008 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Статья "Вокруг «Даниэля Штайна». 2008 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Людмила Улицкая: Я дорожу своей свободой и чужую уважаю. Интервью. 2008 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Рецензия на книги Детского проекта Людмилы Улицкой «Другой, другие, о других».
- Людмила Улицкая получила итальянскую литературную премию
- Национальная литературная премия «Большая Книга»
- Рецензия: Людмила Улицкая. Искренне ваш, Шурик 2021 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Азбука людей-брендов 2011 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |