Упа (Пуш юппи)

 

Упа (выр. Медведка) — Чулхула облаçĕнчи пĕчĕк юханшыв, Пуш шывĕн сулахай юппи.

Тавралăхĕ

Юханшыв çăлкуçĕ Шерстниха ялтан пилĕк çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçалла, вăрманта вырнаçнă. Ытларах пайĕпе кăнтăралла юхать. Шерстниха ял çывăхĕнче Пуш шывне юхса кĕрет.

Упа шывĕн юппийĕсем сахал, пысăккисем çук. Шурлăхлă вăрман тăрăх юхать, çавна пула çынсем ун тăрăхĕнче сахал пурăнаççĕ, пĕр ял кăна вырнаçнă: Шерстниха.