Усал
Усал — славянсен халаплӑхӗнчи тата халӑх христианлӑхӗнчи усал сывлӑш, демон. Славянсен халӑх демонологийӗнче усал ҫинчен калакан халапсем чиркӳ йӑлин витӗмӗпе аталаннӑ, шуйттан пирки ӗненӳсемпе ҫывӑхланса, хутӑшса пынӑ. Тӗн ӗненӗвӗнче «пӗтӗм усаллӑх» тӗрлӗ ҫитменлӗхсемпе чирсене, сӑмахран «урнӑ» тенине, ӑнлантарса пама пултараҫҫӗ.
Чӑваш халаплӑхӗнче усал япӑххисен йышне кĕрекен сӑнар, ҫавӑн пекех ку сăмахпа сиен кӳрекен пӗтӗм вӑйсене палартаҫҫӗ. Пайăр ятлă сиенлĕ вăй, нумай халап-юмахра тӗлпулать.
Усал-тӗселпе чаракӗ
Христиансен вӗрентӗвӗ тӑрӑх, усалсем этем ӑшне «кӗме, кӗрсе вырнаҫма» пултараҫҫӗ, ҫавна «усал ерни» теҫҫӗ. Иисус Христос усалсене ҫынсенчен хӑваласа янине Евангелире ҫырса кӑтартнӑ, сӑмахран, хӑваласа яракан усалӑн сӑмахӗсем «Ят манӑн — легион» ҫунатлӑ пуплев ҫаврӑнӑшӗ пулса тӑнӑ. Этеме ернӗ усалсем ҫынна начар ӗҫсем тума хӗтӗртеҫҫӗ тата тӗрлӗ психика чирӗсемпе чирлетеҫҫӗ[1][2][3]. Христос Мария Магдалинӑран хӑваласа кӑларнӑ усалсене шута илсе ҫичӗ ҫылӑх усалӗсене уйӑраҫҫӗ[4]. Вӗсем хушшинче апат ытлашшипех ҫитерекен усалсем пур[5]. Ҫавӑн пекех алкоголизмпа наркомани усалӗсем пирки те калаҫаҫҫӗ[6].
Психиатрире маларах усалсене пӗтӗҫтерес шухӑшсемпе «какодемономани» диагноз пулнӑ. Усал ернине «урнӑ» вилӗмле инфекци чирӗ тесе шутланӑ. МКБ-11 хальхи медицина классификацинче «трансовое расстройство одержимости» диагноз пур[7].
Тӗн ӑнлантарӑвӗ
А. И. Осипов богослов шучӗпе, усалсем турра ӗненмен ҫынна кӑна витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Унӑн шухӑшӗпе, усалсен ҫынна пӗтӗмпех тытса тӑма пултараймаҫҫӗ, унсӑрӑн ҫветтуйсем, преподобнӑйсем, асапланакансем пулмӗччӗҫ[8].
Ӳнерте
- Усала хӗнекен Никита Бесогон(выр.)чăв. — иконографире(выр.)чăв. анлӑ сарӑлнӑ сӑнар, ӑна христианлӑхран пӑрса суя тӗне йышӑнма хӑтланакан шуйттана хӗнекен.
- «Монах и бес» — камит тата мистика элеменчӗсемпе фантастикӑлла драма жанрӗнче ӳкернӗ 2016 ҫулхи фильм, Легион ятлӑ усалпа манах ҫинчен каласа парать. Фильм сюжечӗ авалхи чиркӳ ҫырӑвӗсемпе, ҫаплах А. С. Пушкинӑн «Манах» поэмипе ҫыхӑннӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ игумен Нектарий (Морозов). Между другом и врагом. Беседа об ангелах и демонах : [интервью]. pravoslavie.ru (20 ҫӑвӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Бесы : подборка высказываний св. отцов и церковной библиографии. verapravoslavnaya.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Мнение священнослужителей о бесах, демонах и отчитке : видео. bogistina.info. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Феофилакт Болгарский. Комментарий к Мк. 16:9. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ. // Толкование на Евангелие от Марка
- ^ Подборка высказываний священников о чревоугодии. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ.
- ^ протоиерей Гумеров, Павел Восемь смертных грехов и борьба с ними. pravoslavie.ru (24 пушӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗ.
- ^ World Health Organization. ICD-11 for Mortality and Morbidity Statistics: 6B63 Possession trance disorder (англ.) (2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ.
- ^ А.И. Осипов. Насколько бесы реально действуют в человеке? svyatmatrona.ru. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 11-мӗшӗ.
Вуламалли
Энциклопедиллӗ
- Бес 2 // Толковый словарь живого великорусского языка : в 4 т. / авт.-сост. В. И. Даль. — 2-е изд. — СПб. : Типография М. О. Вольфа, 1880—1882.
- Бес : [арх. 15 ҫӗртмен 2022] // «Банкетная кампания» 1904 — Большой Иргиз. — М. : Большая российская энциклопедия, 2005. — С. 411. — (Пысӑк Раҫҫӗй энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов ; 2004—2017, т. 3). — ISBN 5-85270-331-1.
- Иванов В. В., Топоров В. Н. Анчутка // Славянская мифология. Энциклопедический словарь. — М.: Эллис Лак, 1995. — . — ISBN 5-7195-0057-X.
Монографисем
- Амфитеатров А. Дьявол в быту, легенде и литературе средних веков. — М.: Эксмо, 2003. — 800 с. — Серия «Великие посвященные».
- Антонов Д. И., Майзульс М. Р. Демоны и грешники в древнерусской иконографии: семиотика образа. — Индрик, 2011.
- Гаврилов Д., Наговицын А. «Боги славян. Язычество. Традиция» — М.: Рефл-Бук, 2002.
- Джуан С. Странности нашего мозга / пер. А. А. Давыдова. — Рипол Классик, 2008. — ISBN 978-5-386-00749-2.
- Калашников В. «Боги древних славян», — М.: Белый город, 2003.
- Левкиевская Е. Е. Мифы русского народа. — Астрель, 2000. — С. 442—445. — 528 с. — (Мифы народов мира). — ISBN 5-17-002811-3.
Чиркӳ ҫӑлкуҫӗсем
- игумен Нектарий (Морозов). Между другом и врагом. Беседа об ангелах и демонах : [интервью]. pravoslavie.ru (20 ҫӑвӑн 2011).
- Бесы : подборка высказываний св. отцов и церковной библиографии. verapravoslavnaya.ru.