Филолог кунӗ
Филолог кунӗ — хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне филологие халалланӑ ҫынсен професси уявӗ. Раҫҫейре уява славян ҫырулӑхӗпе культурин кунӗ хыҫҫӑн — ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче — паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв чӗлхеҫӗсене, литература тӗпчевҫисене, ачасемпе студентсене чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, библиотекарьсене, куҫаруҫӑ-филологсене тата филологи енӗпе пӗлӳ илнӗ мӗнпур ҫынна пӗрлештерет.
Филологи (ав.гр. φιλολογία —любовь лову»— «сӑмахлӑха юра тата ыт. те) , ҫыруллӑ текстсене тата асӑннӑ обществӑн историйӗпе ӑс-хакӑл япалине стилистика, чӗлхе тата содержани енӗпе тишкерӗве тӗпе хуракан дисциплинӑсен ушкӑнӗн (чӗлхе пӗлӗвӗ, литература пӗлӗвӗ, текстологи тата ыт. те) ячӗ.
Филолог кунне ҫавӑн пекех Беларуҫра те паллӑ тӑваҫҫӗ. Ытти ҫӗршывсенче авӑнӑн 8-мӗшӗнче ЮНЕСКО йӗркеленӗ Пӗтӗм тӗнчери хутла пӗлнин кунне уявлаҫҫӗ[1].
Историйӗ
Филологи историйӗ
Филологи Европӑра ӑслӑлӑх пек XVII ӗмӗрте йӗркеленнӗ. Унӑн умӗнхи ӑслӑлӑх чӗлхене, историне, культурӑна тата философине тӗпчекенни пулнӑ. Пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗртех Авалхи Грецири тата Авалхи Индири текстсене ӑнлантарса паракан комментарисем хатӗрлени пулнӑ[2].
Раҫҫейре XVIII ӗмӗрте вырӑс чӗлхи пирки ӑслӑлӑха никӗслекенӗ М. В. Ломоносов пулнӑ. «Филологи» сӑмах вӑл каланинче тӗл пулать, ҫавӑн пекех вӑл ун пирки В. К. Тредиаковскипе сӳтсе явнӑ чухне асӑннӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)…полуденного солнца яснее, что вся вообще филология… самою вещию есть токмо что элоквенция», [которая] управляет, умножает, утверждает… повсюду сияет и объединяет все науки и знания, ибо все они токмо чрез элоквенцию говорят
… Кӑнтӑрлахи хӗвел филологине пӗтӗмӗшле илсен уҫҫӑнрах курӑнать… хӑй япали элоквенци ҫеҫ пур, [ӑна] тытса пырать, нумайлатать, ҫирӗплетет… пур ҫӗрте те мӗнпур пӗлӳпе ӑслӑлӑха ҫыхӑнтарса ялкӑштарать, мӗншӗн тесен вӗсем пурте элоквенци урлӑ ҫеҫ калаҫҫӗ[3].
«Сӑмахлӑ ӑслӑлӑха» филологи тесе XIX ӗмӗр варринче кӑна калама пуҫланӑ. Малтан СПбГУ историпе филологи факультетне (1850 ҫулччен — истори тата сӑмах ӑслӑлӑхӗсен факультечӗ) ят панӑ, кайран, 1853 ҫулта, К. П. Зеленецкий «Пӗтӗмешле филологи кӳртӗмне» ҫырса хатӗрленӗ. «Филологи» термин сарӑлни 1860 ҫултанпа Воронежра А. А. Хованский редакциленипе пичетленсе тухакан Раҫҫейри пӗрремӗш ятарлӑ «Филологи ҫырӑвӗсем» ӑслӑлӑх журналӗпе ҫыхӑннӑ[2].
Филологие ӑслӑлӑх пек мӗнле ӑнланасси вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пынӑ. Филологие халӑх культурине, унӑн литературине, историне тата чӗлхине тӗпчекен ӑслӑлӑхсен пӗрлӗхӗ пек ӑнланма пуҫланӑ.
Уяв историйӗ
Филолог кунне пӗрремӗш хут совет саманинче М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетӗнче 1989 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче преподавательсемпе студентсен пуҫарӑвӗпе паллӑ тунӑ. Ҫак пулӑм академиллӗ ушкӑнсенче питӗ хӑвӑрт анлӑ сарӑлнӑ, йӑлана кӗнӗ[1].
1992 ҫултанпа МПУ филологи факультечӗ филолог кунне ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче мар, хӗлӗн пӗрремӗш эрнекунӗнче уявлать, ҫакна 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче филологи факультетне йӗркеленӗ вӑхӑта аса илтерес тӗллевпе тӑваҫҫӗ[4].
Уявлани
Пӗлтерӗшӗ
Уявӑн пӗлтерӗшӗ — филологине ӑслӑлӑх пек пӗлтерӗше йышӑннинче, ҫавӑн пекех ку енӗпе тӑрмашакан преподавательсемпе ӑсчахсене тата специалистсене чӗлхе тата культура еткерлӗхне упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав туни те кӗрет. Ҫак кун анлӑ аудитори хушшинче чӗлхепе литература ҫинчен калакан пӗлӗве халӑх хушшинче сарма та пулӑшать[5].
XX ӗмӗрти чи сумлӑ Д. С. Лихачёв(выр.)чăв. филолог сӑнарлӑн филологие «пур ҫыхӑнусен ҫыхӑнӑвӗ» тенӗ, ҫак ӗҫе вӑл уйрӑмах кирлӗ тесе шутланӑ[6]:
Вӑл историри ҫӑлкуҫсене тӗпчессине чӗлхе тата литература пӗлӗвӗпе ҫыхӑнтарать. Вӑл текст историне тӗпчессине аталантарать. Вӑл хайлав стильне тӗпчес енӗпе литературӑпа чӗлхе пӗлӗвне ҫыхӑнтарать. Хӑйӗн тӗп шухӑшӗпе филологи формализма ют, мӗншӗн тесен текст пӗлтерӗшне, историллӗ ҫӑлкуҫ-и вӑл е илемлӗ хайлав палӑкӗ-и, вӗсене тӗрӗс ӑнланма вӗрентет.
Культурӑра
- Рунетра «Филологическая дева» сообщество пур, унта филологсене халалланӑ интернет-мемсем пичетленеҫҫӗ.
- Чӗлхе нормисене вӑйлӑ пӑхӑнма ыйтакан филологсене (вӗсене кӑна мар) граммар-наци теҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Когда отмечают День филолога в 2025 году. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 День филолога 2025: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 17-мӗшӗ.
- ^ Тредиаковский В. К. 1745. — Цит. по ст.: Аннушкин В. И. «Филология — словесность — языкознание в классической русской традиции и современном научно-педагогическом процессе». Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
- ^ День филолога собирает друзей. Филологический факультет МГУ имени М. В. Ломоносова. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 18-мӗшӗ.
- ^ Андреева, 2015, с. 223, 226.
- ^ Хрулёв, 2019, с. 409.
Вуламалли
- Андреева С. М. Филология как источник национального сознания и национальной культуры // Вестник Белгородского государственного технологического университета им. В. Г. Шухова. — 2015. — № 1. — .
- Хасанова О. О. Образ героя-филолога в современной прозе // Мир науки и мысли. The World of Science and Ideas. — 2023. — № 2. — .
- Хрулёв В. И. Филология в нашей жизни // Вестник Башкирского университета. — 2019. — № 2. — .
Каҫӑсем
- Список известных российских филологов (выр.) // Esaulov.net
- В честь праздника по чашечке эКспрессА: мемы в честь Дня филолога // 12 канал (выр.)