Фонема
Фонема (гр. phonema «сасă») — чĕлхери сасăсен тытăмĕн тĕп единици. Фонема — сăмахра е морфемăра кăна палăракан чĕлхе единици, вăл хăйне тĕллĕн, уйрăм çӳремест.
Фонемăсен виçĕ тĕрлĕ функци пур:
- сăмахсемпе морфемăсем тумалли (калăпламалли) хатĕр шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, пар сăмах виçĕ фонемăран тăрать. Вĕсен çакăн пек вырнаçнă йĕрки пирĕн ăс-тăнра уйрăм пĕлтерĕше (вырăсла «дать») кăтартать;
- сăмахсене тата морфемăсене палласа илме пулăшаççĕ. Пар сăмахри виçĕ фонема çирĕп йĕрки ăна ытти сăмахсемпе (тĕслĕхрен, пур, пыр, пăр) хутăштарма май памасть;
- сăмахсене, морфемăсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пулăшаççĕ. Пар сăмах варринче а уçă фонема пур пирки пыр, пур, пăр сăмахсенчен уйрăлса тăрать. Сăмахсен асăннă ретĕнче (пар, пыр, пур, пăр) варринчи а, ы, у, ă кашниех уйрăм фонема пулать, вĕсен уйăру функцине тăваççĕ.
Пуплевре фонемăсем мар, вĕсен конкретлă представителĕсем — уйрăм сасăсем — палăраççĕ. Пуплевре пĕр-пĕр фонема шутне кĕрекен сасăсем, мĕнле сасăсемпе юнашар тăнине пула, кăшт та пулин урăхларах илтĕнеççĕ. Ун пек сасăсене аллофонсем, е фонемăсен варианчĕсем теççĕ. Танлаштарăр: уба — эбĕ, агă — игĕ, хужă— хӳжĕ. Ку тĕслĕхсенчи б, г, д хупă сасăсем хытă б, г, д фонема варианчĕсем е аллофонĕсем пулса тăраççĕ.
Фонема хăй çынсен ăс-тăнĕнче упранакан абстрактлă единица шутланать. Фонемăсене чĕлхе наукин фонологи тата морфонологи пайĕсем тишкерсе тĕпчеççĕ.
Литература
- Апресян Ю. Д. . — М..
- Булыгина Т. В. . — М..
- Булыгина Т. В. . — М..
- Кантино Ж. . — М..
- Касевич В. Б. . — Л..
- Кодзасов С. В., Кривнова О. Ф. . — М.: РГГУ.
- Кубрякова Е. С., Панкрац Ю. Г. . — М..
- . — М.: Советская энциклопедия. — 685 с. — ISBN 5-85270-031-2.
- Мартине А. . — М..
- Маслов Ю.С. . — М.: Высшая школа. — 272 с.
- Реформатский А. А. . — М..
- Толстая С. М. . — М..
- Трубецкой Н. С. . — М.. (главы 1, 3—5)
- Чурганова В. Г. . — М., 1973.