Трубецкой Николай Сергеевич
Трубецкой Николай Сергеевич, (1890 çул, ака уйăхĕн 4 (16)-мĕшĕ Мускав хули, Раҫҫей империйӗ — 1938 çул, утă уйăхĕн 26-мĕшĕ, Вена хули, Австри) — паллă лингвист, фонологи пĕлĕвĕн никĕсне хывакансенчен пĕри. Философ. Евразилĕх юхăмĕн пайташĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Мускав хулинче, университет ректорĕн килйышĕнче çуралса ÿснĕ. 1920-мĕш çул хыççăн эмиграцире пурăннă.
Чĕлхе пĕлевĕ тĕлĕшпе тунă ĕçĕсем
Лингвистикăри чи паллă ĕçĕсем фонологипе çыхăннă. Кунта вăл чи пирвайхиех пулаймасан та, шăпах ун нимĕçле çырнă ĕçĕсем чĕлхе пĕлĕвĕн çак енне çирĕп никĕс çине лартма пулăшнă.
Философире тата пĕрлĕхлĕх тĕлĕшпе тунă ĕçĕсем
Н.С.Трубецкой евразилĕх текен юхăмра тăнă.
Космополитизм тĕлĕшпе каланă шухăшĕсем
Паллă ĕçĕсене черетлесе тухни
- «Евразийство и белое движение». — 1919.
- «Об истинном и ложном национализме» = сб. «Исход к Востоку». — София, 1921. — С. 71-85.
- Русская проблема. — 1922
- Фонологи тата лингвистикăлла географи (нимĕçле).
- Палартăнаканни, палăртав тата паллалăх хушшинчи çыхăнусем (нимĕçле).
- Основы фонологии.( ӗҫлемен каҫӑ) М.: Издательство иностранной литературы, 1960. - 372, [1] c. (Нимĕçлерен вырăсла куçарнă. 1960-мĕш çулхи классикăлла кăларăм, — 2000-мĕш çулхи кăларăмра страницăсен нумерацийĕ сыхланса юлман).
- «Европа и человечество»
- Общеславянский элемент в русской культуре
- «Наследие Чингисхана. Взгляд на русскую историю не с Запада, а с Востока» 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ.. Берлин, 1925, 60 с.
Вуламалли
- Алпатов В. М. Москва лингвистическая / Научный совет Российской Академии наук по изучению и охране культурного и природного наследия. — М.: Изд-во Института иностранных языков, 2001. — С. 20—24. — 104 с. — (Природное и культурное наследие Москвы). — 500 экз. — ISBN 5-88966-028-4.
- Тесля А. А. К истории «И. Р.»