Француз балконӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тӗрӗслесе тухнӑ статья
Ромеопа Джульетта. Samuel and Mary R. Bancroft Memorial, 1935

Француз балконӗ (фр. balconnet, акăл. Juliet balconies[1][2]) — балкон тӗсӗсенчен пӗри, унӑн уйрӑмлӑхӗ площадки пач та ҫуккинче, е вӑл пур пулсан та унӑн лаптӑкӗ пӗчӗк (сарлакӑшӗ 50 см сахалрах) пулнинче. Ҫавӑн пекех портфнетр (фр. porte-fenêtre)[3][4] тесе калани те сарӑлнӑ.

Ҫакӑн пек архитектура конструкцине мӗнле хатӗрлеме пуҫланин темиҫе версийӗ пур. Пӗрремӗшӗ тӑрӑх, Вӑтам ӗмӗр вӑхӑтӗнче вӑл Европӑра хальхи туалет пек йӗркеленнӗ[5]. Тепӗр верси тӑрӑх, француз балконӗсене практикӑлла шухӑша тӗпе хурса хатӗрленӗ: урамсен сарлакӑшӗ ытла вӑйлӑ тухса тӑракан конструкцисем тума май паман, ҫавна май ҫакнашкал компактлӑ вариантпа ҫырлахма тивнӗ, унта вара чечексем те пулин ӳстерме май пулнӑ[6].

Ҫав вӑхӑтрах хальхи француз балконӗсене чи малтанах Испанире е Италире тума пуҫлани ҫинчен калакан шухӑш пур. Чӳречесем пысӑк пулнӑран пӳлӗмсене ҫутӑ ҫӑмӑлрах кӗнӗ, ку тата пӳлӗме уҫӑлтарас енчен те ҫӑмӑллатнӑ[5][7].

«Juliet balcony» текен тепӗр сарӑлнӑ ят Уильям Шекспирӑн «Ромеопа Джульетта» пьесине кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫак архитектура конструкцийӗ ҫирӗпленсе юлнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тӗп героиня хӑйӗн савнийӗпе шӑп ҫавӑн пек конструкци урлӑ калаҫать[8].

Тӗсӗсем тата вӗсен уйрӑмлӑхӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Француз балконне икӗ тӗсе пайлама пулать:

  • площадкӑсӑр;
  • пысӑках мар площадкӑллисем.

Иккӗмӗш тӗсӗ, хӑй енчен, тухса тӑракан пайӗн формипе уйрӑлса тӑма пултарать. Вӑл ҫурма ҫаврака тата тӑваткал кӗтеслӗ пулать. Пӗрремӗш вариантпа ӗлӗкрен усӑ курнӑ, иккӗмӗшӗпе вара ытларах хальхи вӑхӑтри ҫуртсем ҫинче тӗл пулать[9].

Француз балконне тӑвас йӗркене палӑртакан ГОСТ пур. Унта палӑртнӑ тӑрӑх карлӑка ӑсталанӑ чухне ӑна ҫын тухса ӳкмелле мар тумалла[10].

Француз балконӗсен карлӑкӗ усӑ курнӑ материалсене кура уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем туптанӑ тимӗр решетке пек пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑна ӑсталама профильлӗ пӑрӑхсемпе те усӑ кураҫҫӗ: металлран, хурҫӑран е алюминирен хатӗрленисене. Хӑшпӗр чухне карлӑк тума бетонпа усӑ кураҫҫӗ — колоннӑсем тата декорӑн ытти ҫавнашкал элеменчӗсене тӑваҫҫӗ. Кантӑкпа усӑ курма та май пур, анчах ун чухне вӑл ҫирӗпскер, ҫапсан ҫӗмӗрӗлменскер пулмалла.

Ҫавӑн пекех ахаль балконпа француз балконне пӗрлештерсе хатӗрленӗ гибрид та пур. Унашкал ятпа стандартлӑ виҫеллӗ балкона пӗтӗм ҫӳллӗшӗпе кантӑкланине калаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн пек архитектура конструкцине француз балконӗн тӗсӗ шутне кӗртни тӗрӗсех мар: кун пек тӗслӗхсем валли уйрӑм термин — «французла кантӑклани» ятли — пур[9].

Лайӑх тата япӑх енӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Француз балконӗн лайӑх енӗ шутне ҫаксене кӗртме пулать:

  • унӑн кантӑкӗсем витӗр пӳлӗме ҫутӑ лайӑхрах лекнине пула электроэнерги перекетленет;
  • пӳлӗме уҫӑлтарнӑ чухне пысӑк лаптӑкпа усӑ курма май пур, ҫапла май ҫак ӗҫе тухӑҫлӑрах тума пулать;
  • пысӑках мар хваттер калӑпӑшне визуаллӑ анлӑлатма май пур;
  • унпа декораци элеменчӗ пек усӑ курма пулать[8].

Ҫитменлӗхсен шутӗнче ҫакна палӑртмалла:

  • балкон ҫине тухакан пӳлӗм ҫуллахи вӑхӑтра хӗвелпе хӗрсе кайма пултарать;
  • хӑш-пӗр материал хакӗ пысӑк пулма пултарать;
  • ҫакӑн пек конструкцие вырнаҫтарма пур ҫуртра та май ҫук[6];
  • хӑш-пӗр чухне монтаж тума ирӗк илмелле[11];
  • кантӑксене таса тытмашкӑн хушма вӑй кирлӗ пулма пултарать[6].

Сӑнсем пуххи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Juliet balconies (англ.). Balconette. Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023. Архивланӑ 24 Пуш уйӑхӗн 2012 ҫул.
  2. ^ Balconet (англ.). Encyclopedia.com. Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.
  3. ^ Порт-фнетр. Словарь галлицизмов русского языка. sanstv.ru. Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.
  4. ^ Елена Слободян. Можно ли выходить на французский балкон? Аргументы и факты (7 Чӳк уйӑхӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.
  5. ^ 1, 2 Зачем нужен маленький «французский балкон», если на него даже выйти нельзя. Novate.Ru (28 Юпа уйӑхӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.
  6. ^ 1, 2, 3 Плюсы и минусы французского балкона. planken.guru. Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.
  7. ^ Языева С. Б., Жирухина Т. В., {{{2}}}
  8. ^ 1, 2 Bob Vil. What is a Juliet Balcony? A complete guide (англ.). Clever Patio (7 Авӑн уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.
  9. ^ 1, 2 Все о французском балконе. Системы ВЕКА. Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.
  10. ^ ГОСТ Р 56926-2016, {{{2}}}
  11. ^ Все о французском балконе. вПлатье.ру. Пӑхнӑ кун: 30 Юпа уйӑхӗн 2023.