Хам

Хам (ивр. חָם‎, грек Χαμ, Cham, арап. حام, xam, «вĕри») — библири персонаж, Пĕтĕм тĕнчене шыв илнĕ хыççăн çăлăнса юлнăскер, Нойăн виç ывăлĕнчен пĕрри, Иафетпе Симĕн тăванĕ (Быт 5:32; 6:10), африка халăхĕсен халаплă çуратаканĕ, выр. хамство (чăвашла путсĕрлĕх) сăмах унран пуçланса кайнă, вăл культура чаракĕсене вырăна хуманнине пĕлтерет.

Биографи

Пĕтĕм тĕнче шыва путас умĕн 100 çул маларах çуралнă, ковчегре арăмĕпе, ашшĕпе, шăллĕсемпе пĕрле (Быт 7:13) чĕрĕ юлнă. Ытти çăлăннисемпе пĕрле, Хам Арарат тăвĕ çинче çĕр çине ура пуснă (Быт 8:4) та Сеннаар çĕрĕнче пурăннă. Пĕр версипе, ашшĕпе харкашнă хыççăн, пулас, Хам Икĕпатра пурăнма тытăнать — Псалмсенче ăна Хам çĕрĕ теççĕ (Пс 104:23; 105:22).

Çылăх

undefined

Библире çырнипе,ашшĕ ӳсĕрĕлса кайнă хыççăн Хам хăйне намăсла тытнă. Вăл ашшĕ çарамас выртнине курнă та шăллĕсене каласа панă (Быт 9:22).

Несĕлсем

Библире çырнипе, Хамăн Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан ывăлĕсем пулнă(Быт 10:6). Иосиф Флавий шухăшĕпе, Хуш ячĕ хыçĕнче эфиопсем, Мицраим — икĕпатсем , Фут ячĕ хыçĕнче — ливисем (маврсем), Ханаан ячĕ хыçĕнче — ханаансем тăраççĕ.

Хамăн тата унăн несĕлĕсен ăрăвĕ

undefined
undefined

Хам ăрăвĕ

Кивĕ Халалпа килĕшӳллĕ, Хамăн Шыв илни хыççăн тăваттă ывăл пулнă (Быт 10:6—20).

Хуш несĕлĕсем

Библире çырнипе, Хуш Хамăн пĕрремĕш ывăлĕ пулнă, унăн улттă ывăл пулнă: Сева, Хавила, Савта, Раама, Савтеха тата Нимрод.

Мицраим несĕлĕсем

Мицраимăн çичӗ ывăлĕ: Лудим, Анамим, Легавим, Нафтухим, Патрусим, Каслухим тата Кафторим.

Фут несĕлĕсем

Библире Фут ывалĕсен ячĕсене асăнман.

Ханаан несĕлĕсем

Библире çырнмпе, Ханаанăн вунпĕр ывăл пулнă: Сидон, Хет, Иевусей, Аморрей, Гергесей, Евей, Аркей, Синей, Арвадей, Цемарей тата Химафей.

Хам сăнарĕ кинематографра

Асăрхавсем

Çăлкуçсем

Темӑпа ҫыхӑннисем