Харбин

Харбин
Хула гербĕ
Патшалăх: Китай
Регион: Хэйлунцзян провинциĕ
Никĕсленĕ: 1898
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 9,410 (2001)
Хула лаптăкĕ: 53 775 км2
Геогр. анлăхĕ: 45°45' ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 126°38' х.т.д.

Харбин, — Китай хули, Хэйлунцзян провинциĕн тĕп хули. Хулара пурĕ хула çумĕнчи ял-хуласене шутласан 9,5 млн. çын пурăнать. Хулана 1898 çулта Трансмачжур магистральне тунă чухне вырăссем никĕсленĕ. Вăл вăхăтра вăл чукун çул станциĕ кăна пулнă. Октябрь революциĕ хыççăн ку хулана нумай пуян, купса, офицер тарнă. 1932 çулта хулана япун çарĕсем ярса илнĕ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче Япони парăннă хыççăн хулана совет çарĕсем кĕнĕ, анчах та кайран ăна Китай коммунисчĕсене панă. Хула промышленность хăватлăхĕсем Китай коммунисчĕсене çĕнтерме пулăшмалла пулнă.

Китай Халăх Республикине туса хунă хыççăн Харбинăн промышленность енĕпе аталанăвĕ татах ӳснĕ.

Хула Сунгари юханшыв çинче ларать.

Çанталăк

undefined

Хулари хĕлсем сивĕ. Каçхи температура -40° тарин çитме пултарать. Юпа уйăхĕнче юр ларать те ака уйăхĕнче çеç ирĕлме пуçлать. Кунти çанталăк питĕ хулхăн пулнипеле (Китайăн ытти хулисемпе танлаштарсан) кунта питĕ нумай конференци иртереççĕ.

Администраципе территорилле пайлану

Ҫумпровинци пӗлтерӗшлӗ хула 9 район, 2 хула уесчӗ тата 7 уезда пайланать.

Тӗп районсем: Даоли, Наньган, Даовай, Сянфан, Пинфан, Сунбэй. Инҫетри районсем: Хулань, Ачэн, Шуанчэн. Хулаҫумсем: Шанчжи, Учан. Ял тӑрӑхӗсем: Илань, Фанчжэн, Биньсянь, Баянь, Мулань, Тунхэ, Яньшоу.

Категорисем