Хочинский Александр Юрьевич

Алекса́ндр Ю́рьевич Хочи́нский (29.2.1944, Ленинград, СССР — 11.4.1998, Санкт-Петербург, РФ) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, бард. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1980).

Биографи

Юрий Хочинский (1924—1948) эстрада юрăçипе Ленинградри çамрăксен театрĕн актриси Людмила Красикова (1923—2003) çемьинче çуралнă.

222-мĕш шкулта — ĕлĕк Петришуле ятлăскер — вăтам пĕлӳ илнĕ. Ленинградри ÇКТ-ре 60 ытла роле сăнарланă[1]), Ваççил утравĕнчи сатира театрĕнче вылянă. 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче антрепризăсенче Мускавра тата Санкт-Петербургра ĕçленĕ.

Питĕ лайăх вокал пулнипе, театр сцени çинче, киноэкранра юрăсене шăрантарнă. Раççейре автор юрри жанрне никĕслевçисенчен пĕри Александр Городницкий асилнипе, «Хочинский питĕ тĕлĕнмелле çын пулнă, сăнарĕпе вăл — шансонье. Гитара унăн аллинче çав тери вырăнлă пулнă. Черченскер, хыткан та çивĕч этем, нерв çинче...»[2]. Валерий Золотухинпа пĕрле «Бумбараш» кинофильмра (композитор Владимир Дашкевич, поэт Юлий Ким; 1971) шăрантарнă Лёвка Демченко «Журавель по небу летит…» юрри паллăха тухать. Денис Давыдов сăввисем çине Александр Журбин композитор «Эскадрон гусар летучих» (тĕп рольте — Андрей Ростоцкий; 1980) фильм валли кĕвĕленĕ юрăна шăрантарнă.

Пайăр пурнăçĕ

Санкт-Петербургри Серафимово çăвинче, виççĕмĕш арăмĕн вилтăприпе юнашар, пытарнă.

А. Ю. Хочинский.

Фильмографи

Литература

  • Поющая душа. — СПб.: Всерусский собор, 2008. — . — ISBN 978-5-903097-23-4.

Асăрхавсем

  1. ^ Wall. vk.com. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ ЖЖ: Александр Хочинский и Антонина Шуранова