Хуракассинчи трагеди
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Хуракасси шкулӗнче тухнӑ пушар — 1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Хуракасси ялӗн шкулӗнче сиксе тухнӑ пушар. Пушара пула 110 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсен хушшинче виҫӗ ҫултан пуҫласа вунпиллӗк ҫулчченхи 106 ача тата шкулта ачасене вӗрентнӗ тӑватӑ аслӑ ҫулти ҫын пулнă[1].
Историйӗ
Шкулта уйрӑм акт залӗ пулманран массӑллӑ мероприятисем валли зал вырӑнне юнашар вырнаҫнӑ икӗ класс пӳлӗмӗпе усӑ курнӑ, вӗсен хушшинчи стенана сӳтсе пуҫтарма май пулнӑ. Стена сӳтсен икӗ пӳлӗмрен пӗр пысӑкки пулса тӑнӑ, ҫав хушӑрах вырӑна аслӑлатмашкӑн партӑсене чӳречесем патнерех куҫарса пӗр-пӗрин ҫине хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Партӑсемпе ҫавӑн пекех малти алӑка та картласа лартнӑ пулнӑ. Инкек кунӗнче шкул ҫуртӗнче уяв концерчӗ иртнӗ; партӑсене куҫарнине пула инкек-синкек тухса пӳлӗмрен хӑтӑлма пӗр чӳречепе пӗр алӑк ҫеҫ юлнӑ. Шкул директорӗ хушнипе 1–6 классенче вӗренекен 230 ача чаплӑ пухӑва пуҫтарӑннӑ, унта ашшӗ-амӑшӗсӗр килнӗ шкул ҫулне ҫитмен ачасене те кӗртнӗ (пӳлӗме пӗр харӑс 115 ҫын кӑна вырнаҫма май пур чухне)[2].
Шкул картишӗнче бензин двигателӗ валли будка тунӑ пулнӑ. Мероприяти иртекен ҫуртра физика учителӗ, шкул директорӗ ыйтнипе, кабинетра будкӑран илсе килнӗ двигателе юсанӑ. Бензинпа асӑрханмасӑр усӑ курнине пула вут-хӗм хыпса илнӗ. Ҫӑмӑллӑн хыпса илекен шӗвек урайпа тӑрӑх коридоралла юхса тухнӑ та хӑрушӑ пушар пуҫланнӑ[3].
Вилнисен ӳчӗсене тепӗр кунхине пӗрлехи вилтӑпринче пытарнӑ, масара ҫывӑхри тӑванӗсене ҫеҫ кӗртнӗ. Шкул директорӗпе (Самуил Иванович Ярукина) физика учительне (Михаил Николаевич Ириткова) йышӑнакан должноҫсенчен кӑларса суда панӑ; РСФСР УК 172-мӗш статйипе (тимсӗрлӗх), РСФСР УК 170-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (влаҫпа е йышӑнакан вырӑнпа ытлашши усӑ курни) тата РСФСР УК 98-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (патшалӑх е общество пурлӑхне ятарласа тӗп туни е сиенлетни) вӗсене 8 тата 10 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Пӗр шухӑшпа 99-мӗш статьяпа (патшалӑх е общество пурлӑхне асӑрханмасӑр тӗп туни е сиенлетни) айӑплас вырӑнне 98-мӗшпе усӑ курнин сӑлтавӗ — ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫине тӑрнипе пулса тухнӑ[4].
1991 ҫулта инкекре вилнисене асӑнса панихида ирттернӗ. 1994 ҫулта пушарта вилнисене халалласа палӑк уҫнӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Пожар в Эльбарусовской школе, в котором погибли 110 человек: что известно, подробности, причина, кто виноват, хронология событий (2022-11-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ «Коммунисты сожгли детей»: почему 30 лет молчали о пожаре в Эльбарусово - Газета.Ru. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ «На руках висели лоскуты кожи» 60 лет назад 106 детей погибли в страшном пожаре в школе. Почему КГБ скрыл трагедию?. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ Уроки Эльбарусовского дела. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 60 лет Эльбарусовской трагедии: в Мариинско-Посадском районе вспомнили жертв пожара в школе. Официальный портал органов власти Чувашской Республики (6 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
Вуламалли
- Иванова Н. П. Эльбарусово. День трагедии 5 ноября 1961 г. — Чебоксары : СВ-Пресс, 2007
Каçăсем
- Хуракассинче асăну комплексĕ уçасшăн/В Эльбарусово собираются открыть мемориальный комплекс , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнчи копийӗ
- Шкулта ҫунса вилнисене асӑнса митинг иртнӗ , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнчи копийӗ
- В Чувашии планируют построить мемориальный комплекс, посвящённый жертвам Эльбарусовской трагедии (выр.)
- 5 ноября 1961 года в деревне Эльбарусово загорелась школа. Пожар унёс жизни более сотни детей. (выр.)
- «Опознала Колю по лоскутку трусов»: неизвестные подробности гибели 106 детей , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ (2021-11-05) (выр.)
- Малахов впервые открыл тайны пожара в школе Эльбарусово с 106 погибшими детьми: все подробности передачи , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ (2021-03-29) (выр.)