Хуракассинчи трагеди

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Хуракасси шкулӗнче тухнӑ пушар — 1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Хуракасси ялӗн шкулӗнче сиксе тухнӑ пушар. Пушара пула 110 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсен хушшинче виҫӗ ҫултан пуҫласа вунпиллӗк ҫулчченхи 106 ача тата шкулта ачасене вӗрентнӗ тӑватӑ аслӑ ҫулти ҫын пулнă[1].

Историйӗ

Шкулта уйрӑм акт залӗ пулманран массӑллӑ мероприятисем валли зал вырӑнне юнашар вырнаҫнӑ икӗ класс пӳлӗмӗпе усӑ курнӑ, вӗсен хушшинчи стенана сӳтсе пуҫтарма май пулнӑ. Стена сӳтсен икӗ пӳлӗмрен пӗр пысӑкки пулса тӑнӑ, ҫав хушӑрах вырӑна аслӑлатмашкӑн партӑсене чӳречесем патнерех куҫарса пӗр-пӗрин ҫине хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Партӑсемпе ҫавӑн пекех малти алӑка та картласа лартнӑ пулнӑ. Инкек кунӗнче шкул ҫуртӗнче уяв концерчӗ иртнӗ; партӑсене куҫарнине пула инкек-синкек тухса пӳлӗмрен хӑтӑлма пӗр чӳречепе пӗр алӑк ҫеҫ юлнӑ. Шкул директорӗ хушнипе 1–6 классенче вӗренекен 230 ача чаплӑ пухӑва пуҫтарӑннӑ, унта ашшӗ-амӑшӗсӗр килнӗ шкул ҫулне ҫитмен ачасене те кӗртнӗ (пӳлӗме пӗр харӑс 115 ҫын кӑна вырнаҫма май пур чухне)[2].

Шкул картишӗнче бензин двигателӗ валли будка тунӑ пулнӑ. Мероприяти иртекен ҫуртра физика учителӗ, шкул директорӗ ыйтнипе, кабинетра будкӑран илсе килнӗ двигателе юсанӑ. Бензинпа асӑрханмасӑр усӑ курнине пула вут-хӗм хыпса илнӗ. Ҫӑмӑллӑн хыпса илекен шӗвек урайпа тӑрӑх коридоралла юхса тухнӑ та хӑрушӑ пушар пуҫланнӑ[3].

Вилнисен ӳчӗсене тепӗр кунхине пӗрлехи вилтӑпринче пытарнӑ, масара ҫывӑхри тӑванӗсене ҫеҫ кӗртнӗ. Шкул директорӗпе (Самуил Иванович Ярукина) физика учительне (Михаил Николаевич Ириткова) йышӑнакан должноҫсенчен кӑларса суда панӑ; РСФСР УК 172-мӗш статйипе (тимсӗрлӗх), РСФСР УК 170-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (влаҫпа е йышӑнакан вырӑнпа ытлашши усӑ курни) тата РСФСР УК 98-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (патшалӑх е общество пурлӑхне ятарласа тӗп туни е сиенлетни) вӗсене 8 тата 10 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Пӗр шухӑшпа 99-мӗш статьяпа (патшалӑх е общество пурлӑхне асӑрханмасӑр тӗп туни е сиенлетни) айӑплас вырӑнне 98-мӗшпе усӑ курнин сӑлтавӗ — ачасен ашшӗ-амӑшӗ ҫине тӑрнипе пулса тухнӑ[4].

1991 ҫулта инкекре вилнисене асӑнса панихида ирттернӗ. 1994 ҫулта пушарта вилнисене халалласа палӑк уҫнӑ[5].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Иванова Н. П. Эльбарусово. День трагедии 5 ноября 1961 г. — Чебоксары : СВ-Пресс, 2007