Хура-симӗс мартышка
| Ӑслӑлӑх классификацийĕ | ||
|---|---|---|
|
||
| Латинла çырни | ||
| Allenopithecus nigroviridis |
Хура-симӗс мартышка е Аллен мартышки (лат. Allenopithecus nigroviridis) — приматсен мартышка йышшисен йышне кӗрекен чӗрчун, Allenopithecus йышӗнчи пӗртен-пӗр тӗс.
Сӑнласа пани
Кӗлетки самай тачка. Ҫӑмӗ сӑрӑ-симӗс тӗслӗ, сӑн-пичӗ хӑмӑртарах, вӑрӑм ҫӑмпа витӗннӗ. Пӳрнесем хушшинче пысӑках мар, анчах палӑракан ҫурхах пур, ку вӑл чӗрчун лайӑх ишме пӗлнине кӑтартать. Кӗлетки 45—60 см тӑршшӗ, хӳри — 50 см таран. Аҫисем 6 кг таран тайма пултараҫҫӗ, амисем сайра хутра 3,5 килограммран иртеҫҫӗ.
Конго юханшывӗн бассейнӗнче: Конго Республикинче тата Конго Демократиллӗ Республикин анӑҫ пайӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Хӑйне мӗнле тытни
Кӑнтӑрлахи чӗрчун, апат шыраса вӑхӑтне нумайрах ҫӗр ҫинче ирттерет. Шурлӑхлӑ вырӑнсенче пурӑнать, лайӑх ишет, хӑрушлӑх килсен шыва чӑмать. 40 чӗрчун таран пухӑнса ушкӑнпа пурӑнаҫҫӗ. Ушкӑнра аллисене вылятса, сасӑсемпе тата пӗр-пӗринпе тӗкӗнсе ҫыхӑну тытаҫҫӗ.
Улма-ҫимӗҫсемпе ҫулҫӑсемпе, ҫавӑн пекех хурт-кӑпшанкӑпа ӑмансемпе тӑранаҫҫӗ.
Ар ҫыхӑнӑвӗ вӗсен епле иртни пирки сахал тӗпченӗ. Ҫурисем кӑкӑртан виҫӗ уйӑхра уйрӑлаҫҫӗ, 3—5 ҫулта ҫитӗнсе ҫитеҫҫӗ. 23 ҫул таран пурӑнма пултараҫҫӗ.