Хусан сассисем

Хусан сассисем — 2021 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ юрӑ-кӗвӗллӗ, театрланӑ шоу-спектакль, Хусан хула кунне халалланӑ мероприяти. Уяв каҫӗнче Хусанти театрсен ертсе пыракан артисчӗсем Хусан хула комитечӗн балконӗ ҫинче вырӑс тата тутар поэчӗсен сӑввисене вулаҫҫӗ. Артистсем тухса калаҫнипе пӗрле харӑс видеомэппинг-шоу кӑтартаҫҫӗ тата чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрать. Ҫуртӑн мал енчи стени ҫинче илемлӗ декорацисем тата тӗрлӗ илемлӗ сюжетсем пӗр-пӗринпе ылмашӑнаҫҫӗ, импровизацирен пуҫласа сисӗнмелле историпе ҫыхӑнса каяҫҫӗ. 2024 ҫулхи шоу Раҫҫейре кӑҫал пӗлтернӗ Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ.

Тӗллевӗ

Хусан хула комитечӗн председателӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Гузель Саитова проект ҫинчен:

Эпир ҫак проекта нумай ҫын пуҫтарасшӑн, официаллӑ ҫуртран пултаруллӑ ҫынсемпе пултарулӑх коллективӗсене хӑйсене аталантармалли вырӑн тума ирӗк парасшӑн. Хула ҫыннисем пирӗн пӗрлехи пысӑк ӗҫе хакласса шанатпӑр.

Паянхи каҫ теми

2024 ҫулти каҫ программине Тутарстан Республикин халӑх артисчӗ Рустам Абязов ертсе пыракан Хусанти «Примавера» камера оркестрӗ пуҫларӗ. Спектаклӗн тӗп теми — «Ҫӗр ҫинче юрату пур-и?» Шоу тӗп геройӗ — поэт-ҫулҫӳревҫӗ, тӗнчене юратуран тунӑ тенине пӗтӗм чӗрипе ӗненекенскер. Ӑна хирӗҫле герой — физик-ӑсчах, вӑл пӗтӗм тӗнче наукӑна пӑхӑнса тӑрать, ҫӗр ҫинче юрату та ҫук тесе ҫирӗплетет. Ҫак дискуссире кураканӑн хӑйӗн пӗтӗмлетӳ тумалла.

Содержани

2024 ҫулти спектакле Антуан де Сент-Экзюперин «Пӗчӗккӗ принц» хайлавне тӗпе хурса лартнӑ. Балконсенчен пӗрин ҫине спектакльри тӗп сӑнарсенчен пӗри — пӗчӗк хӗрача — тухса тӑрать. Легендӑпа вӑл Сенкер планетӑри пӗр пысӑк хулара Хӗрлӗ Хур урамӗнчи пысӑках мар ҫуртра пурӑнать. Унӑн чи пысӑк ӗмӗчӗ — пӗчӗк принца кӗтсе илесси. Принца Лейла Тайшева вылять.

Балкон ҫинчен Иосиф Бродский, Анна Ахматова, Марина Цветаева, Николай Рубцов, Хади Такташ тата ытти поэтсен сӑввисем янӑраҫҫӗ.

Ольга Кабо Кӗмӗл ӗмӗрти поэтсен сӑввисене вулать. Вӑл каланӑ тӑрӑх:

«Пӗчӗк принц» историйӗ — ачалӑхпа пурнӑҫӑн чи лайӑх ӑнланӑвӗсене пӗрлештерекен юрату историйӗ, ҫавӑнпа спектакль сюжечӗ сценаристсем йӗркеленӗ историпе ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнать. Эпӗ хаваспах мероприятие хутшӑнма килӗшрӗм, Хусан — манӑн юратнӑ хуласенчен пӗри вӗт... Кирек мӗнле ҫынна та илемлӗх патне туртать. Эпир, актерсем, куракана кулленхи пурнӑҫ чӑнлӑхӗнчен, кулленхи хӗвӗшӳрен пӑрӑнса кайма, пачах урӑх ҫӗрте пурӑнма май туса пама тӑрӑшатпӑр... Хусан мэри балконӗ ҫинчен ҫакна калани-кӑтартни питӗ аван. Кунта шухӑшлама пӗлекен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, Хусан — театрсен хули. Эпӗ филармоние тата симфони оркестрне юрататӑп, ҫавӑнпа Хусана килни маншӑн кашнинчех — пысӑк пулӑм, савӑнӑҫ тата юрату.

Спектакль финалӗнче хӗр принца тӗл пулать, мӗншӗн тесен чӑнлӑх ансат: кашнин пурӑнмалла, ӗмӗтленмелле, ӗненмелле, юратмалла. Артистсем пӗрле тухса «Пӗчӗк принц» юрӑ юрлаҫҫӗ, ҫакӑнпа спектакль пӗтет.

Хутшӑнакансем

Тутарстан Республикин халӑх артисчӗсем Искандер Хайруллин, Илья Славуцкий, Елена Ряшина, Зульфия Валиева, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Рамиль Важиев, Искандер Нурижанов, Ильнур Закиров, Г. Камал ячӗллӗ Тутарстан патшалӑх академи театрӗн артисчӗсем Ляйсан Файзулина, Ришат Ахмедуллин, В. И. Качалов ячӗллӗ Хусан академи вырӑс Пысӑк драма театрӗн артисчӗсем Анна Макарова, Регина Габбазова, Карим Тинчурин ячӗллӗ Хусан патшалӑх драмӑпа камит театрӗн артисчӗсем Артём Пискунов, Резеда Салахова, Габдулла Кариев ячӗллӗ Тутарстан патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Булат Гатауллин Тутарстан тата Раҫҫей ҫыравҫисен, поэчӗсен хайлавӗсене балкон ҫинчен вуларӗҫ. Максим Горький, Михаил Лермонтов, Муса Джалиль, Борис Пастернак, Анна Ахматова, Евгений Евтушенко, Фанис Яруллин, Шаукат Галиев тата ыттисен хайлавӗсем янӑрарӗҫ.

Йӗркелӳҫӗсем

Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ спектакль сценарийӗн авторӗ — Резеда Заиниева, режиссёрӗсем — Тутарстан Республикин халӑх артисчӗ Радик Бариев тата Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Старикова. Спектаклӗн юрӑ пайне йӗркелеме Тутарстан Республикин халӑх артисчӗ Эльмира Калимуллина, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Илуса Хужина, Артур Исламов, Эльза Заяри, Анастасия Макарова, Дина Закирова тата талантлӑ юрӑҫсем Матвей Козин, Михаил Урецкий, Ильгиз Мохутдинов, Алмас Гусейнов, Гольназ Закирова, «Ҫӑлтӑр ҫулӗ» шоу тата хор хутшӑннӑ.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каҫӑсем