Хӗл Мучин килӗ (Аслӑ Устюг)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Хӗл Мучин килӗ
Residenz von Vaeterchen Frost.jpg
Никӗсленӗ 2002
Вырнаҫӑвӗ Вологда облаҫӗ, Аслӑ Устюг
Сайт dom-dm.ru/?ysclid=m5il9i…

2002

Аслӑ Устюгри Хӗл Мучин килӗАслӑ Устюгран 12 ҫухрӑмра вырӑссен Ҫӗнӗ ҫул тематики тата «Аслӑ Устюг — Хӗл Мучин тӑван ҫӗршывӗ» патшалӑх проекчӗ шайӗнчи культурӑпа туризм пӗлтерӗшлӗ пурӑнмалли вырӑнсемпе объектсен комплексӗ. Парк зонинче вырнаҫнӑ комплекс территорийӗнче экскурсисем, театрализациленӗ уявсем тата Хӗл Мучипе вырӑс фольклорӗн ытти сӑнарӗсем хутшӑннипе мастер-классем иртеҫҫӗ. Ҫулсерен резиденцие пӗтӗм тӗнчери ачасенчен тата ҫитӗннисенчен (корреспонденцин виҫҫӗмӗш пайӗ) 240 пине яхӑн ҫыру килет[1][2].

Проект кун-ҫулӗ тата аталанӑвӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Аслӑ Устюг — Хӗл Мучин тӑван ҫӗршывӗ» патшалӑх проектне Вологда облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн В. Позгалевӑн тата Мускав мэрӗн Ю. Лужковӑн 1998 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнчи пӗрлехи хушӑвӗпе Раҫҫейӗн историлле наци йӑли-йӗркине сарас тата аталантарас тӗллевпе пуҫарнӑ. Проектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнчи мероприятисен шутӗнче ҫаксем пулнӑ: ача-пӑчане парнелемелли полиграфи кӑларасси, анимаци роликӗсем тӑвасси, Пӗтӗм Раҫҫейри истори тата географи шкул олимпиадисене Аслӑ Устюгра йӗркелесси, резиденци паркӗн генеральнӑй планне хатӗрлесси[3].

Иккӗмӗш тапхӑрта комплекс сооруженийӗсем тума тытӑннӑ. 1999 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчи объектсенчен чи малтан йывӑҫран касса тӗрӗленӗ Аслӑ Устюг Хӗл Мучин ҫуртне чаплӑн уҫнӑ. Ҫурта тӑвассине йывӑҫ тирпейлекен предприятисем пурнӑҫланӑ, халӗ вӗсем облаҫри «Сокольский ДОК» компани йышне кӗреҫҫӗ. Ӗҫе 1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче пуҫланӑ, икӗ хутлӑ ҫурт ҫӳллӗшӗ никӗсрен пуҫласа ҫӳле ҫити 23 метрпа танлашать[4].

РФ Президенчӗ В. Путин 2008 ҫулхи кӑрлачра Хӗл Мучи патне килсе кайнӑ.

2002 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче ЕГРЮЛ-ра «ВОТЧИНА ДЕДА МОРОЗА» ОАО регистрациленӗ (2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хупнӑ, халӗ «Вотчина» хӑна комплексӗ), хӑна ҫурчӗсемпе пӗрле инфраструктура тӑвасси сарӑлса пырать.

2024 ҫул тӗлне ун йышӗнче хӑнасене йышӑнмалли 11 ҫурт, «Юр пӗрчи» ресторансем тата кафесем, вырӑс мунчи тата сауна. Хӗл Мучи ҫурчӗсӗр пуҫне туризм объекчӗсене те туса йӗркеленӗ: Сукмакпа Юмахсен ҫурчӗ, Почта уйрӑмӗ, Мастерскойпа Тимӗрҫӗ, сувенир лавккипе Мода ҫурчӗ, Зоопаркпа Пӑркил. Комплекса «Вотчина» теҫҫӗ[5][6][7].

2023 ҫулта проект 25 ҫул тултарнӑ. Логистикӑна лайӑхлатма Аслӑ Устюг аэропортне реконструкциленӗ, ятарлӑ турпуйӑссем хута янӑ, ҫулталӑк тӑршшӗпе кунта ҫур миллиона яхӑн турист килет. Вотчина малалла аталанать: 2023 ҫулта облаҫри патшалӑх влаҫ органӗсем АФК «Система» корпорацине кӗрекен Cosmos Hotel Group Раҫҫей хӑна операторӗпе килӗшӳ тунӑ. Резиденцире ҫӗнӗ экскурсисемпе туризм вырӑнӗсем пулӗҫ, 87 гектар лаптӑк ҫинче хӑна ҫурчӗсен, спорт тата вӑйӑ-кулӑ объекчӗсен комплексне хӑпартӗҫ. Ҫӗнӗ туризм кластерӗ Вологда облаҫне ҫур пине яхӑн ӗҫ вырӑнӗ парӗ[8].

Хӗл Мучин ялавӗ.
Хӗл Мучин элемӗ, 2000 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче регистрациленӗ.

Аслӑ Устюг Хӗл Мучин гербне Вырӑс геральдика коллегийӗнче регистрациленӗ. Тӗп элементсем — юр пӗрчи евӗр хулккан, девиз, кӗмӗл корона, хулккана тытакан икӗ упа, пакша, шӑнкӑрав тата ӗмӗрхи симӗс чӑрӑш турачӗсем.

Хулкканӑн сенкер-кӗмӗл тӗсӗ ырӑ кӑмӑллӑха, кӑлтӑксӑрлӑхпа тӳрӗлӗхе пӗлтерет, хулккан тӑрринчи корона хуҫин аслӑлӑхне кӑтартать. Юр пӗрчипе шартлама сивӗ ҫавра ҫилсем юмахри Хӗл патшине хӑйне пӑхӑнакан хӗл тӗнчипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пакша ӗҫчен, упасем шанчӑклӑ вӑй тата хӑват ҫинчен калаҫҫӗ. Чӑрӑш тулӑх та ӗмӗрлӗх пурнӑҫа пӗлтерет. «Ырӑ ту» девиз вырӑс юмах сӑнарӗн тӗнче курӑмӗн тупсӑмне уҫса парать, ырӑ пулма чӗнет. Девизпа ҫырнӑ хӑю варринчи пысӑках мар шӑнкӑрав ырӑ ячӗпе тӗлӗнтермӗшсем пурнӑҫланасса шанӑҫ парать[9].

Хӗл Мучин почтин ялавӗ.

Хӗл Мучи аллинче 2 ялав: харпӑр хӑйӗн тата Хӗл Мучи почтин.

Ултӑ кӗтеслӗ кӗмӗл юр пӗрчиллӗ сенкер ялавӑн варринче хуҫан пӗчӗк гербне ӳкернӗ, икӗ енӗпе ячӗн пӗрремӗш саспаллисене ҫырнӑ[9].

Хӗл Мучи почтин ялавне Раҫҫей ялавӗн тӗсӗсенчен ӑсталанӑ, варрине сӑрнай — иртнӗ ӗмӗрсенчи хӑвӑрт почта каретисен вӗҫӗмсӗр атрибутне — вырнаҫтарнӑ. Икӗ юр пӗрчи корреспонденцие илекенӗ камне кӑтартать, Аслӑ Устюг гербӗ Вотчинӑн асамлӑ чӑнлӑхне кулленхи тӗнчепе ҫыхӑнтарать[9].

Геральдика элеменчӗсене хулана Пӗтӗм Раҫҫейри Геральдика Обществин членӗсем Ефим тата Елена Комаровскисем шухӑшласа кӑларса тата ӳкерсе парнеленӗ[9].

Аслӑ Устюг гербӗ ҫинче Шывтӑкан (альтернативлӑ версипе — Нептун) ӳкернӗ. Шывтӑкан аллинчи икӗ кӑкшӑмран юхса тӑракан шывсем пӗрлешсе кайнӑ вырӑнти юханшывсене пӗлтереҫҫӗ, вӗсен пӗрлехи юхӑмӗ Ҫурҫӗр Двина пуҫламӑшӗ пулса тӑрать[10].

2017 ҫулта ачасем Хӗл Мучие Саламсен хӑми ҫинче ҫуралнӑ кунӗпе саламласа ҫырнӑ сӑмахсем.

Халап тӑрӑх (авторӗ — Ольга Кульневская), Шывтӑкан Хӗл Мучин аслӑ пиччӗшӗ пулнӑ, вӗсем хуларан инҫех мар Гледен тӑвӗ таврашӗнче пурӑннӑ. Асамҫӑ-пӗртӑвансем юханшывсемпе кӳлӗсен шывӗсене, ҫумӑртан пуҫласа юр таранах, пӑхса тӑнӑ. Шывтӑкан ҫулталӑкӑн ӑшӑ вӑхӑтӗнче хуҫаланнӑ, Хӗл Мучи вара раштав уйӑхӗ патнерех ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗррехинче тӑвансем хирӗҫсе кайнӑ та, Хӗл Мучи планета тӑрӑх ҫулҫӳреме тухса кайнӑ. Японирен тата Инҫетри Ҫурҫӗртен Англие ҫити ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗ тавра ҫаврӑннӑ. Ҫулҫӳревсенче кӑвакарнӑ хыҫҫӑн, килшӗн тунсӑхласа ҫитсен, Шывтӑкан тытса тӑракан Аслӑ Устюга таврӑннӑ. Пиччӗшӗ Хӗл Мучие ыталаса илнӗ те хуларан инҫех мар вырнаҫма, хӗллехи ҫутҫанталӑкшӑн яваплӑ пулма, ырӑ ячӗпе тӗлӗнтермӗшсем тума сӗннӗ[11][12].

Ҫуралнӑ кунне Хӗл Мучи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уявлать, ку куна вырӑс асамҫин пулӑшуҫисем 2005 ҫулта уҫӑмлатнӑ. Ҫак кунран пуҫласа Вологда облаҫне пӗрремӗш сивӗсем килеҫҫӗ[13].

Ҫуркунне ҫитнине уявлани.

Туризм объекчӗсем тӑрӑх экскурсисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кулленхи экскурси программисен объекчӗсем:

  • Юмах сукмакӗ. Баба-Яга ерсе пыракан вӑйӑ конкурсӗсем, хӑйнеевӗрлӗ тата логикӑлла шухӑшлав ӗҫӗсем тата Эрешмен хатӗрленӗ лабиринт, спорт вӑййисем тата ташӑ урокӗ тӳрех вӑрманта иртеҫҫӗ.
  • Тимӗрҫӗ лаҫҫинче тимӗр туптамалли технологи тата ку ал ӑсталӑхӗ ҫинчен мини-лекци иртет, ачасем хӑйсем ӗҫлесе пӑхаҫҫӗ.
  • Юмахсен ҫурчӗ. Ҫӗнӗ ҫула ҫӑлас тесен лаҫран тухма май тупмалли ҫамрӑк йӗрлевҫӗсем валли интерактивлӑ квест.
  • Зоосадра ачасене йытӑ кӳлсе ярӑнтараҫҫӗ.
  • Ӑсталӑх лаҫҫи. Чӑрӑш эрешӗсем тата теттесем ӑсталас енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.
  • Хӗл Мучи килӗ. 12 пӳлӗм тӑрӑх экскурси, юлашкинчен Тронлӑ залра вырӑс юмахӗсен тӗп асамҫипе тӗлпулса калаҫни.
  • Почта уйрӑмӗ. Ҫырусене упрамалли тытӑмпа тата Хӗл Мучие ача-пӑча парнеленӗ чи тӗлӗнмелле парнесемпе паллаштарни[7].

Ҫырусем валли адрес — 162390, Вологда облаҫӗ, Аслӑ Устюг, Октябрь тӑкӑрлӑкӗ, 1А ҫурт, Раҫҫей Хӗл Мучие. Анчах Раҫҫей почти кӗскетнӗ адреспа та илсе ҫитерет: «Аслӑ Устюг, Хӗл Мучие»[14].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Объекты Вотчины. Дом Деда Мороза.
  2. ^ Деду Морозу из Великого Устюга пришло более 4,5 миллионов писем. Cultinfo.ru (24 Чӳк уйӑхӗн 2023).
  3. ^ [[|Лужков Ю. М.]], [[|Позгалев В. Е.]] Распоряжение «О реализации проекта "Великий Устюг - родина Деда Мороза"». Информационная компания «Кодекс» (21 Раштав уйӑхӗн 1998).
  4. ^ В канун Нового года вспоминаем о строительстве терема Деда Мороза на его Вотчине в Великом Устюге (30 Раштав уйӑхӗн 2020).
  5. ^ ОАО "ВОТЧИНА ДЕДА МОРОЗА", сводка. vypiska-nalog.com.
  6. ^ О «Вотчине Деда Мороза». Гостиничный комплекс «Вотчина».
  7. ^ 1, 2 Мероприятия. Дом Деда Мороза.
  8. ^ Вотчина Деда Мороза станет туристическим кластером мирового уровня. РИА Новости (31 Юпа уйӑхӗн 2023).
  9. ^ 1, 2, 3, 4 Памятов О. Геральдика Деда Мороза. Академия русской символики «Марс».
  10. ^ Герб города Великий Устюг: символ Нового Года в России, численность и описание родины Деда Мороза. Блог про гербы.
  11. ^ Легенда. Дом Деда Мороза.
  12. ^ Кульневская О. Братья. Проза.ру.
  13. ^ Интересные факты про Деда Мороза. kp.ru.
  14. ^ Чухнин И. Российский Дед Мороз получил 4 миллиона 582 тысячи 736 писем со всего мира. kp.ru (4 Ҫурла уйӑхӗн 2023).