Ячӗ епле пулса кайнӑ
М. Фасмер версипе, Цна ячӗ, Тосна ячӗ пекех, Тъсна тенинчен пулса кайнӑ. Чӗлхесенчи пӗрпеклӗхсене илсе панӑ май вӑл авалхи пруси чӗлхинчи tusna — «шӑпӑрт», авеста чӗлхинчи tušna, tušni — «шӑпӑрт» тата авалхи инди чӗлхинчи tūṣṇī́m — «шӑп» сӑмахсене палӑртать, ҫавӑн пекех черетленекен тепӗр сӑмах сыпӑкне те кӑтартать — тушить. Гидроним *Дьсна сӑмахран пулса кайни, вӑл Деснапа ҫывӑх пулни йышӑнма йывӑррисен шутне кӗрет[2]. В. Н. Топоровпа О. Н. Трубачёв хӑйсен шухӑшне пелтернӗ тӑрӑх Цна юханшыв ячӗ балт чӗлхинчен йӗркеленнӗ. Гидроним ҫакӑн пек эволюциленнӗ тесе шутлаҫҫӗ: *Тъсна < балт. *Tusna. Чи малтанхи балт чӗлхинчи ҫӑлкуҫ авалхи прусси чӗлхинчи tusnan «лӑпкӑ» сӑмахран пулнине кӑтартать. Апла пулин те вӗсемех Ока шывӗн Цна ятлӑ юппин ячӗ (ҫакнашкал ятлӑ юханшывсенчен пӗри) урӑх майпа пулнӑ тесе пӗлтернӗ[3].
Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем
Юханшыв тӑршшӗ 126 км, бассейн лаптӑкӗ 1130 км². Юханшыв вӑрринчи ҫулталӑк хушшинчи шыв юхӑмӗн вӑтам кӑтартӑвӗ — ҫеккунта 7,23 м. Юханшыв ҫалкуҫӗ Ляховичи районӗн Гайнинец ял патӗнчи шурлӑхра вырнаҫнӑ, Брест облаҫӗн Ганцевичипе Лунинец районӗн ҫӗрӗсемпе юхса иртет, Припяте юхса кӗрет. Анатри юхӑмра юханшыв сарлакӑшӗ 10 м таран ҫитет. Юханшывӑн ейӳ улӑхӗ 500—1000 м[4].
Юханшывӑн 54 км тӑршшӗнче ӑна каналласа тухнӑ. Юханшыв хӗрринче Ганцевичи хула вырнаҫнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ GEOnet Names Server — 2018.
- ^ Фасмер М. Этимологический словарь русского языка. В 4 т. — Прогресс, 1987. — Т. 4. — С. 303.
- ^ В.Н. Топоров, О.Н. Трубачев. Лингвистический анализ гидронимов Верхнего Поднепровья. — Изд-во АН СССР, 1962. — С. 212.
- ^ Блакітная кніга Беларусі : Энцыклапедыя / рэдкал.: Н. А. Дзісько і інш. — БелЭн, 1994. — 415 с. — 10 000 экз. — ISBN 5-85700-133-1.(белар.)
Вуламалли
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Цна (приток Припяти) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |