Цымановский Виталий Витальевич

Цымановский Виталий Витальевич (1968 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ, Запорожье[d]1995 ҫулхи акан 18-мӗшӗ, Бамут, Чечен Республики) — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин шалти ҫарсен «Росич» ятарлӑ тӗллевлӗ 7-мӗш отрячӗн ушкӑн командирӗ, капитан. Чечен Республикинче террора хирӗҫ операцине хутшӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2003, вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1991 ҫултанпа, ШӖМӗн Новосибирск аслӑ ҫар команда училищине(выр.)чăв. вӗренсе пӗтерсен, Шалти ҫарсен Ҫурҫӗр-Кавказ округӗн оперативлӑ тивӗҫтерӗвӗн 100-мӗш дивизийӗн «Скорпионсем» ятарлӑ тивӗҫтерӳ ушкӑнӗнче взвод командирӗ, 1992 ҫултанпа оперативлӑ тивӗҫтерӳ Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхӗнчи Шалти ҫарсен 100-мӗш дивизийӗн ятарлӑ отрядӑн 3-мӗш ушкӑнӗн командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. .

Нацисен хушшинчи хирӗҫӳсене (Туҫи Карабах, Ҫурҫӗр Осети, Ингушети) пӗтерес операцисене хутшӑннӑ.

1994 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа пӗрремӗш чечен вӑрҫин(выр.)чăв. ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ: Ассиновская станицӑна илнӗ, Грознӑя штурмланӑ.

1995 ҫулхи ака уйӑхӗнче Бамут (Ачхой-Мартан районӗ, Чечня) ялӗшӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1995 ҫулхи акан 18-мӗшӗнче Шакла тӑвӗ ҫинчи боевиксен тӗрек пунктне пӗтерес задачӑна пурнӑҫланӑ, «Росич» отрядӑн виҫӗ ушкӑнӗнчен пӗрне ертсе пынӑ. Унта отрядӑн икӗ ушкӑнӗ унка ҫакланнӑ, вӗсен командирӗсене вӗлернӗ, Цымановский ушкӑнӗ тӑшман ункине татнӑ. Виҫӗ ушкӑн командованине хӑй ҫине илсе, Цымановский хӳтӗлев йӗркеленӗ; утмӑл тӑватӑ боец 400 боевикпа ҫапӑҫнӑ. Вут айӗнчен йывӑр аманнӑ салтака илсе тухнӑ, ӑна пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Хӑй кӑкӑртан аманнӑ пулин те, стройра юлнӑ, пулемёт расчётне тата тӑватӑ боевика тӗп тунӑ. Унтан атакӑна ертсе пынӑ, унка татнӑ хыҫҫӑн чакакан салтаксене хӳтӗлеме юлнӑ, ҫак ҫапӑҫура пуҫ хунӑ.

Цымановские Раҫҫей Паттӑрӗ ятне пама тӑратнине 1995 ҫулта пӑрахӑҫланӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн паттӑрлӑхне кӑтартиччен темиҫе кун маларах ӑна орденпа чысланӑ пулнӑ. Хисеплӗ ята сакӑр ҫултан панӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2003 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнчи 1070-мӗш хушӑвӗпе Виталий Цымановский капитан вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ пулса тӑнӑ.

Ҫемье

  • Амӑшӗ — Нелли Степановна;
  • арӑмӗ — Ольга Петровна;
  • ывӑлӗ — Сергей.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • 2005 ҫулта Запорожье хулинче Виталий Цымановские халалласа асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
  • Цымановские ӗмӗрлӗхех Раҫҫей ШӖМӗн Ҫурҫӗр Кавках ҫар округӗн 3719-мӗш ҫар чаҫӗн харпӑр йышӗн списокне кӗртнӗ;
  • 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Цамыновский ятне Новосибирскри урама панӑ.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Категори: Ҫар вузӗсенче вӗренсе тухнисем

Категори: Капитансем (Раҫҫей Федерацийӗ)

Категори: Раҫҫей ШӖМӗн шалти ҫарӗсен ҫар ҫыннисем

Категори: Пӗрремӗш чечен вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсенче вилнисем

Категори: Шалти ҫарсен Новосибирскри ҫар институтӗнче вӗренсе тухнисем

Категори: Крап беретне тивӗҫнисем

Темӑпа ҫыхӑннисем